Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçар, хĕр пĕрчийĕм

06 апреля 2013 г.

  (Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 20-38 номерсенче).

– Сывлăх сунатăп сана, Оксана! – хăюсăррăн калаçу пуçарчĕ йĕкĕт.

– Салам! – хавассăн хуравларĕ Оксана.

– Урамри сак çине тухса лараймăн-ши; Калаçмалли пур.

– Мĕнех, тухатăп вара.

Алăкран тухакан яштака пÿ-силлĕ, хура çивĕтне кăкăрĕ çине янă, ÿт-пĕвне çат тытакан кĕске кĕпе тăхăннă Оксана çине Петя ытараймасăр пăхрĕ.

– Пĕлетĕн-и, Оксана, правленири хĕрарăмсем эсĕ яла таврăннине курнă та председатель мана тÿрех сан пата ячĕ. Акă, часах утçи тапхăрĕ пуçланĕ. Хуçалăх столовăйĕн аслă поварне, Наçтук аппана, çак кунсенче тивĕçлĕ канăва ăсатрăмăр. Эсĕ вара ятарласа повара вĕреннĕ, хулари пысăк столовăйра ĕçленĕ. Аслă повар должноçне йышăнма килĕшетĕн-и;

– Манăн пĕчĕк ача пур-çке, Петя.

– Пĕлетĕп. Унпа кăнтăрла асаннÿ ларма килĕшмĕ-ши;

– Каçарăр та, итлесе тăнă пекех пулса тухать-ха капла, – алăкран тухса вĕсен умне пырса тăчĕ Оксана амăшĕ. – Чăхсене тулă сапса панă чухне хăлхана кĕрех кайрĕ сирĕн калаçăвăр. Столовăйра повар кирлĕ тетĕн-и, Петр Андреевич;

– Çапла, Лена аппа.

– Çак ĕçе сана шанаççĕ пулсан, тÿрех килĕш, Оксана. Кайран ялта ăçта ĕçлĕн; Ку – яланлăх ĕç. Ачана асаннÿ пăхĕ. Кĕçĕн ывăлĕ патĕнчен каялла таврăнасшăн вăл, кинĕпе пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Ахалех куçрĕ унта, пăянампа аванах килĕштереттĕмĕр. «Оксана яла таврăнсанах сирĕн пата куçатăп, ачине пăхатăп», – текелетчĕ-ха вăл. Хăçантан ĕçлеме пуçламалла ĕнтĕ;

– Ырантанах, Лена аппа. Оксана, килĕшетĕн-и вара; – ыйтрĕ агроном.

– Килĕшетĕп.

– Ку лайăх пулать вара.

– Апла пулсан, асаннÿ патне уттарам-ха эпĕ, – терĕ амăшĕ. – Паянах пирĕн пата куçтăр.

– Ир кÿлĕм уй-хирсене пăхса çаврăнтăм, – хăпартланса калаçрĕ Петя. – Кĕрхи культурăсем те, çуркунне акнисем те парка çитĕнеççĕ. Тырă-пулă ăнăçлă пулмалла кăçал. Кондицие ларман вăрлăха уй-хире илсе тухман. Ытларах пĕрремĕш класлине акса хăвартăмăр. Пĕр гектартан сахалтан та çирĕм ултă – çирĕм сакăр центнер тухăç илме пултаратпăр кăçал. Эх, Оксана, пĕлесчĕ санăн: уй-хирте юмах тĕнчи тейĕн. Машинăран тухрăм та, аслă çултан пăрăнса тăвăр сукмакпа вăрман еннелле çуранах утрăм. Кассăн-кассăн килекен уçă варкăш пĕтĕм ÿт-пĕве уçăлтарать, сукмакăн икĕ енĕпе ÿсекен калчасене асăрханса çĕр çумне тайăлтарать. Ем-ешĕл калчасем талккишĕпех сарнă симĕс кавир пекех курăнаççĕ. Хĕвел хăйĕн ылтăн пайăркисене ĕнерхи çумăр хыççăнхи нÿрлĕ те кăпăшка çĕр çине пĕр тикĕс сапалать. Тухăçлă тыр-пулă валли вăй пухакан çĕр-аннемĕрĕн канăçлă сывлавĕ уççăнах сисĕнет. Унăн сиплĕ сывлăшĕ чун-чĕрери çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пĕрлешсе ÿт-пĕве çĕнĕ вăй-хал, хавхалану кÿрет. Утса ĕшенсен варти шăнкăртатса юхакан çăл куç шывне ывăçла-ывăçла ĕçрĕм. Тăрна куçĕ пек тăрă та сивĕ шыв кăмăла уçать. Çак чун хĕлĕхне хускатакан пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке сăнласа кăтартма сăмахсем те çитмĕç, Оксана. Ăна вырăнта кăна туллин курма, витĕр туйма пулать...

Çамрăк агрономăн тăван тавралăх çепĕçлĕхĕпе тулнă калаçăвне Оксанăн итленĕçемĕн итлес килчĕ. "Турăçăм, мĕн тери телейлĕ çын-çке вăл, – шухăшларĕ Оксана, Петьăн кашни сăмахне çывăххăн ăша хывнă май. – Хăй суйласа илнĕ профессие чунтан парăнни, çăкăр çитĕнтерекенĕн пархатарлă тивĕçне тарăннăн ăнланни, ăна пысăк яваплăхпа туса пыни яр уççăн сисĕнет. Унри ĕçченлĕхпе сăпайлăх чун-чĕре пуянлăхĕпе пĕр тĕвве çыхăнни Петьăна ытарайми илем кÿрет. Мĕншĕн, мĕншĕн маларах курмарăм, асăрхамарăм эпĕ çакна; Халĕ тинех вăл ман çине çаврăнса та пăхас çук. Унашкал лайăх та нумай вĕреннĕ каччă валли ялта хĕрсем çыххипех: хитре чечексенчен хăшĕ кăмăла килет – çавна суйласа ил. Ачаллă хĕрарăма Петьăн ашшĕ-амăшĕ те килĕштермĕ..."

Калаçăвне вĕçлесен, темле майпа чунри хăюсăрлăх чаршавне сирсе, агроном Оксанăна асăрханса алăран тытрĕ, куçĕсенчен ăшă хĕлхем сапса, хăйне тахçантанпах канăç паман сăмахне калама хатĕрленчĕ.

– Оксана, эсĕ яла куçса килнине пĕлсен çав тери савăнтăм эпĕ, – куçран пăхма именсе, хăюсăррăн калаçрĕ агроном. – Пур кăмăлтан килĕштеретĕп сана...

– Эх, Петя, мĕн тăвăн-ши эсĕ манпа, "парнеллĕскерпе"; Ялта мансăр та хĕрсем темĕн чухлех: пĕри тепринчен яштакарах, илемлĕрех.

– Çук, Оксана, вĕсенчен пĕрне те йышăнмасть манăн чĕрем.

– Хĕр пуçăн ача çуратнисем çине ялта мĕнлерех куçпа пăхнине пĕлетĕн эсĕ. Пирĕн паталла сукмак хывнине сиссен, куншăн аçупа аннÿ те мухтамĕ.

– Аттепе анне çак кĕр мăнтăрĕпе авлантарасшăн мана. Эпĕ хам та çемье çавăрас ĕмĕтпе пурăнатăп. Пĕлетĕн-çке, каçсерен клуба чупасси, хĕрсене килĕсене ăсатассишĕн хыпăнса çÿресси мана валли мар. Атте-аннене çирĕппĕн каласа хутăм: ачаллă пулсан та, пĕр Оксанăпа кăна пĕрлешетĕп терĕм. Эсĕ ялта пурăнма килĕшсен, вĕсем хирĕç мар. Мана хулана илĕртсе каясран вара чунтанах хăраççĕ. Унта пурăнас пур, мĕншĕн ял хуçалăх академине пĕтермеллеччĕ-ха манăн; Санăн тымарусем те – ялтах...

– Паллах.

– Оксана, паян каç пулсан урама тухатăн-и;

– Тепле пулать ĕнтĕ...

– Тархасласах ыйтатăп кун пирки. Кунтах кĕтĕп.

– Тухăп эппин.

– Тавтапуç ырă сăмахушăн, чĕреме шанăç кÿнĕшĕн. Апла пулсан, каçчен сывă пул, – тулли кăмăлпа хăпăл-хапăл кабинăна кĕрсе ларчĕ агроном. – Паян тĕттĕмлениччен ытти уйсене те курса çаврăнасшăн-ха.

– Каçчен, – тулли телейпе çиçрĕç Оксанăн куçĕсем.

Çăмăл автомашина ерипен вырăнтан тапранчĕ те, çул çине çаврăнса тухрĕ. Часах вăл, хăй хыççăн шĕвĕ тусан çĕклесе Юманайĕнчи уйсем еннелле вирхĕнчĕ...

 

Террорла ĕçсенчен сыхланса

КĂÇАЛ июлĕн 6-17-мĕшĕ-сенче Хусан хулинче Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XVII Универсиада иртет. Çак вăйăсенче тĕнчери 170 патшалăхăн пĕрлештернĕ командисем ăмăртĕç.

Ку, паллах, пирĕн çĕр-шывшăн питĕ яваплă тапхăр пулса тăрать. Раççей Шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ регионĕсенчи, çав шутра Чăваш Республикинчи полицин тĕрлĕ службисен Универсиада тап-хăрĕнчи тĕп тĕллевĕ – тĕнче пĕлтерĕшлĕ вăйăсене хăрушсăрлăхпа, тăнăçлăхпа тивĕçтересси. Çак яваплă тапхăрта Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин полици пайĕсен, çав шутра полицин Шăмăршăри уйрăмĕн сотрудникĕсем талăкĕпех ĕçлекен режим çине куçаççĕ. Паллах, хальхи вăхăтра та, террорла тата диверсилле актсенчен сыхланас тĕллевпе, полици сотрудникĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлеççĕ.

Тĕнче шайĕнчи Универсиадăн пĕлтерĕшне чакарас, халăхсем хушшинчи лăпкăлăхпа тăнăçлăха пăсас тĕллевпе тулашри е шалти тăшмансем диверсилле тата террорла актсем ирттерес хăрушлăх та пур. Кун пирки пирĕн манма юрамасть. Енчен те хамăр район территорийĕнче Çурçĕр Кавказра пурăнакансен сăн-пичĕллĕ çынсене курсан, вĕсем кăнтăрла, каçхине е çĕрле коробкăсемпе е çыхăсемпе çÿренине асăрхасан, вĕсем пĕр-пĕр учреждени ăçта вырнаçнипе кăсăклансан, кун пирки тÿрех районти полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне 2-33-73 номерпе, сотовăй телефонпа 020 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

В.ДИМИТРИЕВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика