Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех ĕçнĕшĕн – штраф

06 апреля 2013 г.

  ÇУЛ çитмен çамрăк эрех-сăра патне туртăнни – ырă пулăм мар. Çакна кашниех лайăх пĕлетпĕр. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çакнашкал факт çине алă сулать, ачи киле хĕрĕнкĕ таврăнни пирки кирлĕ мерăсем йышăнмасть. Ача вара 18 тултаричченех час-часах эрех-сăра патнелле туртăнать, каярахпа ĕçке ерсе каять.

Çамрăклах алкоголь шĕвекĕсем ĕçме пуçланă, каярахпа çак сиенлĕ йăларан ниепле те хăтăлайман тĕслĕхсене сахал пĕлетпĕр-и-ха эпир;

Ача киле таврăнсан (уйрăмах çĕрле) ун çине тимлĕн пăхса илмелле. Сăн-питĕнче, калаçăвĕнче улшăну пуррине, эрех е сăра ĕçнине асăрхасанах ачапа питĕ тĕплĕн калаçмалла, кампа тата ăçта ĕçнипе кăсăкланмалла. Çакнашкал тĕслĕх урăх ан пултăр тесе çирĕп асăрхаттармалла.

2013 çулхи 3 уйăхра çул çитмен çамрăксем эрех-сăра ĕçнĕ фактсем тăрăх пилĕк протокол çырнă. Акă, Палтиелĕнче çул çитмен икĕ çамрăк каçхине урамра аслисемпе пĕрле эрех ĕçнĕ. Эрех ĕçнĕ тепĕр яш – Шăмăршăран. Чукалта икĕ яш автобус чарăнакан вырăнта сăра ĕçсе тăнă.

Çак фактсем тăрăх çырса хатĕрленĕ протоколсене район администрацийĕнчи комиссие тăратнă. Çул çитменнисемпе ĕç- лекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссире çак протоколсене тĕплĕн пăхса тухнă – ларăва çак яшсене, вĕсен ашшĕ-амăшне те чĕнтернĕ – тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Ăнлантару ĕçне туса ирттернĕ хыççăн РФ КоАПĕн 20.21 тата 20.20 статйисемпе килĕшÿ-ллĕн, эрех, сăра ĕçнĕ çул çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшне штраф тÿлеттермелле тунă.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул çитменнисем пĕр преступлени тунă (пĕлтĕр январь-март уйăхĕсенче те пĕр преступлени пулнине шута илнĕ). Ашшĕ-амăшĕн те, учительсен те ачасене право йĕркисене пăсасран асăрхаттарсах, ăнлантарсах тăмалла.

Н.МАЗЯКОВА, полицин районти уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика