КAÇАЛ çу каçипе çанталaк епле пулe – никам та татaклaн хуравлаймасть. Пeлме çук: 2010 çулхи тип шар тепре çаврaнса килмe-и; Анчах кирек мeнле çанталaкра та хресченeн хaйне тaрантармалaх çaкaр туса илмелле. Унaн калaпaшe чи малтан çур акине пахалaхлa ирттернипе çыхaннa. Ку енeпе регионсенче лару-тaру еплерех-ха; Аграрие мeнле пулaшу кирлe;
Иртнe шaмат кун Чaваш патшалaх ял хуçалaх академийeнче РФ ял хуçалaх министрe Н.Федоров ертсе пынипе канашлу иртнe. Кунта республика ертÿлeхeпе пeрле ял хуçалaх министерствин специалисчeсем, район-хула администрацийeн пуçлaхeсем, малта пыракан ял хуçалaх пeрлешeвeсен ертÿçисем пухaннa.
Тeл пулaва уçнa май федераци министрe çeр-шывaн кaнтaр регионeсенче çур аки вaй илсе пынипе, ытти субъектри хатeрленÿпе паллаштарнa.
Республика Пуçлaхe Михаил Игнатьев чaваш хресченeсем халaха ял хуçалaх продукцийeпе тивeçтернине, юлашки çулсенче ÿсeмлe аталаннине, инвестици калaпaшe çултан-çул хушaннине палaртнa.
РФ Ял хуçалaх министерствин уй-хир eçeн, химизаци тата ÿсен-тaрана хÿтeлекен департаменчeн директорe Петр Чекмарев пирeн республикaн тыр-пул çур млн тонна çеç мар, ытларах туса илме майсем пуррине асaннa. «Çeр улми пуçтарса кeртессипе те пeр млн тонна патне çывхармалла. Чaваш Ен ку енeпе Раççей «тeп хули» шутланать, сирeн патaрта çeр улми уявeсем иртеççe», – тенe Петр Александрович. Ял хуçалaх культурисем çителeклe апатлантармасaр тухaçпа савaнтарманнине, анчах Чaваш Республики тaпрана минерал удобренийe сахал хывнине палaртнa.
РФ Ял хуçалaх министерствин Мелиораци департаменчeн директорe Павел Столбов ÿсен-тaрана шaварассине аталантарас программaна пурнaçлама республика бюджетeнчен юлашки çулсенче укçа сахалрах уйaрни çинчен каланa.
Раççей Правительстви субъектсенчи аграрисене çулленех пулaшать. РФ Ял хуçалaх министерстви анчахрах 44 млрд тенкe уйaрнa, Чaваш Ене – çур млрд ытларах тенкe. «Паянхи тeллев, – тенe федераци министрe, – регионсенчи влаçсен çав укçана ял хуçалaх таварe туса илекенсем патне хaвaрт çитересси».
Çав кунах Пeтeм Раççейри eçпе тивeçтерекен агропромышленноç пeрлешeвeпе Чaваш патшалaх ял хуçалaх академийe килeштерсе eçлесси çинчен Килeшeве алa пуснa.
В.ГРИГОРЬЕВ.