КАНТУРСЕНЧЕ ларакансем хут çырма çеç пeлеççe тени пур чухне те тeрeс мар – чиновниксем хaйсене спорт aмaртaвeсенче те кaтартма aста.
Çакна иртнe вырсарни кун Шaмaршaри пeтeмeшле пeлÿ паракан вaтам шкулта пулса иртнe патшалaх тата хaй тытaмлaх органeсенче вaй хуракансен XII Спартакиадин шучeпе иртнe aмaртусем те лайaх çирeплетрeç. Хальхинче пирeн района Канашпа Комсомольски, Патaрьелпе Елчeк районeсен администрацийeн командисем килсе çитрeç. Пeрре пaхсан, никама та начаррисен шутне кeртме çук: кашниех çeнтерес шанчaклa, малтанах çине тaрса хатeрленнe.
– Эпир спортсменсенчен мeнпе кая вара; – терe хaнасене саламланa май район администрацийeн пуçлaхe В.Фадеев. – Ан тив, ыттисем те пиртен тeслeх илме пултарччaр.
Aмaртусем пуçланни пирки пeлтернe май унaн çумe В.Петьков та çак шухaша çирeплетрe, пурне те aнaçу сунчe.
Aнaçу сунни лайaх-ха. Анчах "телей кайaкe" кам аллине лекe; Унччен, тÿрех каламалла, нумай "чирлеме" тиврe.
Кашни çыннaн – хaйeн aсталaхe: хaшне-пeрне вaл е ку енeпе çитеймeн, теприсем ытти тeлeшпе вaйлa. Çавна май Спартакиада программине спортaн тeрлe енeсене кeртме шутланa. Сeтел çи теннисe, шашка-шахмат, волейбол – тупaш, кeреш, çeнтер.
Сeтел çинче ракеткaпа çaмхана пeр енчен тепeр енне вaркaнтарма пултарни – хaех пысaк aсталaх. Тaван килте стенасем те пулaшаççe теççe те – çук иккен, Канашсем кил хуçисенчен вaйлaрах пулнине кaтартса пачeç. Патaрьелсемпе Каçалсем – виççeмeшпе тaваттaмeшсем.
Шашкaпа шахмат – aс-тaн вaййисем. Çeнтерÿçe пулас тесен хaма умeнче вaрах пуç ватма тивет. Шашка енeпе чи вaйлисем Патaрьелсем, Канашсем тата Каçалсем пулчeç. Шашкaран кaткaсрах шахмат турнирeнче Патaрьелсем çивeчрех пулчeç. Елчeксем – иккeмeш. Шaмaршaсене ку енeпе виççeмeш вырaн çеç тивeçрe.
Волейболистсен тупaшaвe уйрaмах çивeч иртрe. Кунта мечeке тeл те хытa çапни çеç çителeксeр – судья юлашкинчен шaхaртиччен татaклa саманта юлашки aнaçу та татса парать. Камaн кайри пулас, хaйeн вaйсaрлaхне кaтартас килтeр; Чи маттур волейболистсем – Канашсем. Елчeксем вара кил хуçисенчен вaйлaрах пулчeç.
Aмaртусем вeçленсен те районсен администрацийeсенче eçлекенсем пeр-пeринчен уйрaлма васкамарeç – калаçмалли, сÿтсе явмалли ыйтусем сахал мар пулчeç. «Малашне те пeр-пeринпе тaтaшах тeл пуласчe», – терeç пурте. Паллах, aмaртусенче тупaшнисeр пуçне пeр-пeрин опычeпе паллашни паха.
В.МИХАЙЛОВ.