Иртнe eмeрти 60-мeш çулсен пуçламaшe пирeн çeр-шывра тeнчере пeрремeш хут Юрий Гагарин "Восток" космос карапeпе Казахстанри Байконур космодромeнчен тeнче уçлaхне вeçсе кайнипе, çeр чaмaрe тавра çаврaнса илсе çeр çине aнaçлa анса ларнипе палaрса юлнa.
Ун хыççaн уçлaха Герман Титов летчик-космонавт çeкленнe. 1962 çулхи августaн 11-мeшeнче вара "Восток-3" космос карапeпе тeнче уçлaхне пирeн мухтавлa ентешeмeр, Сeнтeрвaрри районeнчи Шуршaл ялeнче çуралса ÿснe Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт вeçсе кайнa. Тепeр кун уçлaха Украинaн гражданинe Павел Попович летчик-космонавт вeçнe. Пeрлехи вeçев aнaçлa вeçленнe. Каярахпа тeнче уçлaхeнче Валерий Быковский, Валентина Терешкова летчик-космонавтсем вeçсе çаврaннa, çeр çине aнaçлa анса ларнa.
Çав çулсенче пирeн район çыннисенчен хaшe-пeрисем призыв йeркипе Байконурта салтак тивeçне пурнaçланa, офицерсем ертсе пынипе космодрома хaрушсaрлaхпа тивeçтерсе тaнa. Çак çынсенчен пeри – Карапай Шaмaршaри В.Львов.
– 1961 çулхи ноябрьте мана çар службине илчeç, – каласа парать Виталий Иванович. – Эпир малтан Казахстанри Кзыл-Ординск облаçeнчи çар чаçeнче çамрaк салтаксен курсeнче вeрентeмeр. 1962 çулхи январьте Çар присягине тытсан пире иккeмeш номерлe старт площадкинчи хурал батальонeнчи Шабалин капитан ертсе пыракан ротaна ячeç. Шaпах çак площадкaран космос карапeсем тeнче уçлaхне çeкленетчeç. Космодромaн йeри-таврашне икe çаврaм йeплe пралук карнaччe. Ракета çывaхeнчи çаврaмра пирeн рота хуралта тaратчe. Çавна май эпир хaш-пeр космонавтсене те курнa.
Малалла вaрман eçeн ветеранe В.Львов 1962 çулхи июль-август уйaхeсенчи тапхaра аса илчe. Андриян Николаевпа Павел Попович космоса вeçсе кайиччен космодрома икe эрне маларах килнe-мeн. Паллах, вeсем уçлaха вeçме хатeрленнине ун чухне пысaк вaрттaнлaхра тытнa, кун пирки хaш-пeр генералсем кaна пeлнe.
– Андриян Николаевпа Павел Попович космоса вeçсе кайни пирки хаçатра вуласа пeлтeмeр, – аса илет Виталий Иванович. – Вeсен сaн ÿкерчeкeсене курсан эпир, салтаксемпе сержантсем, тÿрех аса илтeмeр: çак летчик-космонавтсем авиаци эмблемиллe ытти офицерсемпе пeрле, пропусксем кaтартса, куллен ракета тaракан вырaналла çул тытатчeç, кайран таврaнатчeç. Августaн 10-мeшeнче ракетaна заправка тума пуçласан тÿрех aнланса илтeмeр: ыран космос карапне вeçтерсе яраççe. Чaнах та, тепeр кун микрофонпа вeçев руководителeн сасси янaраса кайрe: "Протяжка – один, два, три, четыре, пять. – Пуск!" Унччен те пулмарe, ракета моторeсем аслати евeр хыттaн кeрлесе кайрeç те йeри-таврашра çeр чeтреме тытaнчe. Ракета айeнче вут-çулaм явaнать, йeри-таврашра курaнми шурa тeтeм явaнать. Темиçе çеккунтран ракета ерипен çÿлелле çeкленме пуçларe те, хaвaртлaхне ÿстерсе пырса куçран курaнми пулчe... Николаевпа Поповичaн космос вeçевe çапларах асра юлнa.
1964 çулхи декабрьте В.Львов демобилизаци йeркипе киле таврaннa. Киров ячeллe колхозра пeр хушa уй-хир бригадирeнче eçленe хыççaн, 1973-2001 çулсенче, Виталий Иванович Шaмaршa лесничествинче лесникре тaрaшнa. Чылай çул хушши тÿрe кaмaлпа eçленeшeн aна Раççей Федерацийeн тата Чaваш Республикин вaрман хуçалaхeн министерствисен Хисеп грамотисемпе, "Лайaх службaшaн" знаксемпе наградaланa.
И.АНАНЬЕВ.