Чeмпeр облаçне eçлеме кайсан илемлe пикепе паллашрaм. Ирина столовaйeнче eçлетчe. Эпир унта çиме çÿреттeмeр. Малтанласа çак хeрте нимeн те асaрхамарaм. Вaл ман çине пaхнине те ним вырaнне те хумарaм. Ютран килнe çынсене яланах сaнатпaр-çке, витeр курма тaрaшатпaр. Юлташсем манран йeплесе кулма та пaхрeç, aс пачeç: "Сана юратса пaхнa вaл", – терeç. Эпe кирлe мара ан лaпaртатaр-ха тесе сaмаха урaххи çине куçарма тaрaшаттaм. Анчах столовaйне пырса кeрсенех куçсем Иринaпа тeл пулатчeç. Ыттисем унпа шÿтлесе калаçсан та эпe чeнместeм. Ара, манaн хамaн хeр те пур-çке. Мeншeн ахалех Иринaпа калаçса хeр чeрине амантас; Эпир eçлесе пeтеретпeр те килелле каятпaр, тен, урaх нихaçан та тeл пулаймaпaр.
Эпe калаçманнине кура Ирина хaй манпа сaмах пуçлатчe. Унaн ыйтaвeсем çине кeскен кaна хуравлаттaм. Анчах эпир кeскен калаçсах пeр-пeрин çинчен пeлсе пыраттaмaр. Eçрен пушa вaхaтсенче тeл пулма пуçларaмaр. Илемлe те ырa чунлa пике манaн чeрери пeр кeтесе кeрсе вырнаçрe, канaçа çухаттарчe.
Иринaпа калаçнaçем мана пeр ыйту шухaшлаттарчe. Анчах ниепле те хaйса унран ыйтмастaм. Ирина качча кайса уйрaлнa тенине хeрeн çaварeнчен илтес килетчe. Тем чаратчe мана çакaн çинчен тeпчеме. Тен, унaн ытарайми илемe чeлхене çeттеретчe.
Киле таврaнма вaхaт çывхарса пычe, eç вeçленесси те инçе мар. Çумaрлa çанталaка пула эпир eçе тухмарaмaр. Столовaйне кайса килтeмeр те хваттере çитсе койкaсем çине выртса малалла хуп турттартaмaр. Алaкран шакканa сасaпа çеç вaранса кайрaм. Шаккаканни ман пата килнeнех туйaнчe. Тaрса алaка уçрaм, унта Иринaпа пeрле eçлекен Света тaраççe. Тумлантaм та вeсемпе урама тухрaм, мeн ахалех вырaн çинче йaваланса выртас. Çав кун Ирина темрен шикленнeн туйaнчe. Унaн куçeсем çaлaнaç шыраççe тейeн. Тинех вaл мана эпe кeтнe хурава пачe. Чaнах та вaл качча кайса уйрaлнaскер пулчe. Упaшки хeненине чaтайман, кaвак куçпа çÿресе ывaннa вaл.
Иринaн ывaл та пур иккен, вaл кукамaшe патeнче. Манaн пуçра вара унaн сaмахeсем вырнаçмарeç. Епле хaйнa-ха упaшки чипер хeрарaм çине алa çeклеме; Мeнпе тарaхтарнa aна арaмe;
Çак хыпара илтсе eненнe хыççaн Ирина манпа калаçсах каймарe. Тен, ман умра аванмарланчe пулe. Уйрaлнaскер каччa пуçне çавaрнaшaн пaшaрханчe-тeр. Эпe вара ун çинчен япaххине шутламарaм, aна шеллерeм çеç. Ун куçeнчи тунсaха, чeринчи ыратaвне сирсе пaрахас килетчe.
Киле таврaнма пуçтарaнсан вaл ман пата чупса çитрe. Куçeсенчен çутa тумламсем юхса анчeç. Вaл ман мaйран уртaнчe те чуп туса илчe. Юлташла чуп туни пулмарe çакa, чaн-чaн юрату палли пулчe. Унaн тутисем ман хaлха тeлeнче пaшaлтатрeç: "Мана пeрле илсе кай, ан хaвар..." Çук, пултараймарaм унaн сaмахeсене хирeç хурав пама пултараймарaм. Кeтмен-çке çапла пулса тухасса. Иринaн чeрине амантасса шутламан. Эпe чeнменнине кура унaн аллисем лaштах кайрeç, тутисем чeтрерeç. Машина халь-халь тапранма хатeр, юлташсем пурте ларнa eнтe, куç хупмасaр пирeн çине тинкереççe. Aнланатaп, манaн лармалла та çула тухмалла. Анчах мeн ку, Иринaран уйрaлас килмест. Апла пулсан та каймаллах, сыв пуллашмалла та тaван кил еннелле вeçтермелле. Эпир кайрaмaр. Ирина çул çинче куççульне юхтарса алa сулса юлчe. Машина вара малалла васкарe.
Килте те Ирина асaмран тухмарe. Вaл мана хaйне хампа пeрле илсе кайма йaлaнни чуна ыраттарчe. Манaн каялла ун патне таврaнас килчe. Aна ачашласа йaпатас, aшa сaмахсемпе лaплантарас шухaш канaç памарe. Вунa кунран Иринaран çыру илтeм. Унта вaл манран каçару ыйтнa. Хaйне мана юрaхлa мар тесе хурласа пeтернe. Эх, чиперккеçeм, мeн тери айван-çке эсe. Эпe вара татах та айванрах пултaм.
Тепeр кунне ирех Чeмпeр облаçне çула тухрaм. Пeр май Ирина çинчен шутласа пытaм. Унaн сaнe куç умeнчен каймарe. Кирлe çeре çитрeм. Тÿрех столовaйне çул тытрaм. Анчах унта Иринaна курасси пулмарe. Вaл эпир кайнa хыççaн eçе килмен терeç, яланлaхах хулана тухса кайнине пeлтерчeç. Тен, ку лайaх та пулe. Хула пурнaçe aна ман çинчен мантарe, чeрине канaç кÿрe.
А.МИХАЙЛОВ.