Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пулăхлăхĕ те юлтăр

13 апреля 2013 г.

Кашни çыншaн тaван тaрaхeнчен хаклa вырaн çук. Шутласан – чaваш хаклa чулсен вырaнeсем пуррипе мaнаçланаймасть, çапах нумайaшe асатте-кукаçи çeрeнчен аякра пурaнаймасть. Телее, хамaр ен чухaн мар.

ЧAВАШ тараватлaхe, eçченлeхe, сaпайлaхe – хaйне евeрлe пуянлaх. Çуралнa тaрaхaмра пысaк укçа-тенкe кÿрекен тимeрсем тупман пулин те, пÿрт-çурт çeкленe чухне кирлe япаласем патне ытти региона каймастпaр-ха. Паха хaйaр, тaм, гипс чaвашра çителeклех темелле. Строительство промышленноçeнче кaна мар, ял хуçалaхeнче те анлa усa куракан доломит та сахал мар пирeн. Вaл тaпрари йÿçеклeхе шайлаштарма питe кирлe.

Нихaш района та çут çанталaк кÿрентермен. Вырaн-вырaнпа торф, извеç чул-тaприсене (порода) кaлараççe. Пур çeрте те тенe пекех хaйaр тата тaм та пур. Паянхи кун республикaра çeр айeнчи пурлaха кaларакан вырaн – 38. Районсен администрацийeсенчен пeлтернe тaрaх, 12 карьер промышленноç категорийe шутланакан лаптaксем çинче вырнаçнa. Анчах çeр айeнчи пурлaха хaв тeллeн кaлараймaн, предприятисен малтан ирeк илмелле.

Сaмах май, Чaваш Республикин Çут çанталaк ресурсeсен тата экологи министерстви пeлтернe тaрaх, республикaра çeр айeнчи пурлaха кaлармашкaн 48 лицензи панa, çав шутра вырaна тeпчемешкeн 10-aн ирeк илнe.

Темле пулсан та çeр айeнчи усaллa япаласене кaларас eçeн – хaйeн йeрки. Уйрaмах ял хуçалaх пeлтерeшлe çeрсемпе тимлe пулма ыйтаççe саккунсем. Пулaхлa сийе упраса хaварасси – пeрремeш тeллев пулмалла. Aна ятарласа хырса илмелле те уйaрнa вырaнта упрамалла. Капла aна 20 çул таранах тытма юрать.

Патшалaх çeр надзорeнчен пeлтернe тaрaх çeр айeнчи пуянлaхпа тухaçлa усa курнине палaртас тeллевпе 2012 çулта 8 тeпчев йeркеленe.

ГОСТ требованийeсемпе килeшÿллeн eçсем хыççaн çeрeн çиелти сийeн пулaхлaхне тавaрасси предприятисен тивeçe пулса тухать. Пулaхлa сий açта выртнине (енчен те вaл упранса юлнa пулсан) тупма çав тери вичкeн куçсем кирлe. Пeр шутласан йeп мар вeт, тÿрех асaрхамалла пек. Мeнле хаклама пулать кунашкал пулaма; Çeртен кулниех мар-и çакa; Пайтине курасшaн, тав тума пeлместпeр, вeренесшeн те мар. Тeрeслевçeсем çитменлeхсем пирки каласан та вeсене пeтерме темиçе хут аса илтерме тивет хaшне-пeрне. Eçсем хыççaн çeре акма-лартма юрaхлa тaвас тесе тaрaшакана чунтан тав сaмахe калама та юрать-тaр...

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика