Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне мĕнле канăпăр?

17 апреля 2013 г.

2014 çулта, кăçалхипе танлаштарсан, январь тата май уйăхĕсенчи каникулсем кĕскерех пулĕç. Ун вырăнне июнь тата ноябрь уйăхĕсенче вăрăмланĕç. Кун пирки правительство йышăнăвĕн проектĕнче каланă.

Çĕнĕ çулта Раççей çыннисем 8 кун (январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшчен) канĕç, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче – виçĕ кун (мартăн 8-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшчен). Май уйăхĕнчи каникул икĕ тапхăра пайланать: майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 4-мĕшчен тата майăн 9-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшчен. Раççей кунне уявланă чухне 4 кун канма палăртаççĕ (июнĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшчен), Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче те çавăн чухлех (ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 4-мĕшчен).

Кăçал Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче 10 кун кантăмăр. Май уйăхĕнче ĕç вырăнĕсенчен 9 куна уйрăлăпăр (майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 4-мĕшчен тата майăн 9-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшчен).

Кăçал февралĕн 23-мĕшĕ шăмат кун килнипе ăна унчченхи пек тунти куна мар, эрне куна, майăн 10-мĕшне, куçарчĕç. Унсăр пуçне июньте 1 кун, ноябрьте 3 кун (икĕ кану кунĕ тата пĕр уяв кунĕ) канăпăр.

В.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика