Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр ирĕлчĕ, тухрĕç… «чечексем»

17 апреля 2013 г.

Юр ирĕлчĕ, тухрĕç… «чечексем»

ÇУК-ХА, чăн-чăннисемех мар – вĕсем куçа илĕртме тытăниччен, çанталăка кура, вăхăт самаях иртĕ-ха. Анчах хамăрах «акса» хăварнисем халĕ пур çĕрте те çителĕклех: унта – пушă бутылка, кунта – пластик савăт. Мĕн чухлĕ хут, хутаç тата. Çурхи çил кăштах кăна вăйланса илет те, пĕтĕм тасамарлăх таврана вĕçсе саланать. Шăмăршăра çеç мар, кашни ялта тенĕ пекех çакнашкал ÿкерчĕк.

– Тирпейлĕ пулни хамăршăнах лайăх пулмалла та, – пăшăрханать Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов. – Çук вĕт: хăшĕсене темиçе хут асăрхаттарни те кăлăхах. Нивушлĕ хамăр пăрахнă çÿп-çапа хамăрăнах пуçтармалла, тирпейлемелле мар;

Ку – пĕр ял пирки тейĕпĕр. Юрĕ, район центрне илĕпĕр. Ун урамĕ-сене те тирпейлĕ теме çук. Уйрăмах – нумай хваттерлĕ çуртсен таврашне, картишĕсене. Хăш-пĕр çĕртен çăрăлса тухаймăн.

Урамсенчи çÿп-çап пăрахмалли контейнерсен таврашĕнче те йĕрке çукрах. Хĕллехи вăхăтра коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем вĕсене вăхăтра тасатайманнипе те çыхăннă пулĕ-ха çакă. Юр вăхăтлăха пытарни халĕ йăлтах куç умне тухрĕ.

Тротуарсемпе газонсене тасатма та вăхăт. Ку ĕçе ялан тенĕ пекех пĕр çынсем – учрежденисемпе организацисенче тăрăшакансем пурнăçлаççĕ. Тепĕр чух ÿпкев те çук мар: нивушлĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен умĕсене те пулин тасатмалла мар;

В.ДАВЫДОВ, эколог.

Translation.aspx

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика