Алина – ырă кăмăллă хĕр. Вăл вĕренÿре те, спортра та ĕлкĕрсе пырать. Хăйне яланах лайăх енчен кăна кăтартать, юлташĕсемшĕн, пĕрле вĕренекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тăрать. Сăмах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине 2013 çулта илсе тăма тивĕçнĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Алина Харитонова пирки пырать.
Пуçаруллă та пултаруллă хĕр 11 класра ăс пухать. Шкулти «Подвиг» патриот клубĕн членĕ вăл. Алина çамрăк армеецсен вăййисенче, мероприятийĕсенче хутшăнса хастарлăхпа палăрать. Районти «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче вăл отделени командирĕ пулса малти вырăна тухнă. Республикăра та палăрнă, «Подвиг» клуб йышĕнче «Вăй тата çивĕчлĕхре» – иккĕмĕш, радистсен тупăшăвĕнче иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Спортра та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пырать. А.Харитонова «Сывлăхлă пулас тесен – спортпа туслаш!» девиза тĕпе хурать. Ăна районти, республикăри ăмăртусенче те час-часах курма пулать. Хĕр волейбол, баскетбол, мини-футбол вăййисене кăмăллать, çăмăл атлетикăпа кăсăкланать. Хĕрсем хушшинче республикăра иртнĕ мини-футбол вăййисенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнни те çакна тÿрремĕнех çи- рĕплетет. Иртнĕ çулта Алинана районта «Чи лайăх футболист» ят панă.
Вĕренÿ çине хĕр питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пырать. Уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленет. Ăслăлăх конференцийĕсене те хутшăнать, олимпиадăсенче те палăрать.
Алинăшăн халĕ мĕн вĕреннине аса илмелли, экзаменсене ха- тĕрленмелли хĕрÿ вăхăт. Вăл – шкулпа сыв пуллашать, уншăн та, ытти çĕр-çĕр вĕренекеншĕн кăçал юлашки шăнкăрав янăрать.
А.МИХАЙЛОВ.