Çуркуннепе ĕç тата Аслă Çĕнтерÿ уявĕсене халалласа районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Майăн 1-мĕшĕнче Шăмăршăри районти культура аталанăвĕн цен- трĕнче «Çурхи кăмăл-туйăм» ятпа уяв концерчĕ иртет. Çак кун тĕлне Пуянкасси ял тăрăхĕн библиотекинче «Епле илемлĕ çуркунне» курав-панорама йĕркелеççĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 68 çул çитнине халалласа майăн 8-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн цен- трĕнче «Телейлĕ пурнăçшăн...» ятпа патриотла юрăсен конкурсĕ пулать. Çак кун районти клуб учрежденийĕ-сенче уяв концерчĕсем иртеççĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче «Çĕнтерÿ тума пулăшнă кĕнеке» ятпа çарпа патриот изданийĕсен декадине йĕркелеççĕ. Кĕнеке тусĕсем библиотекăра интереслĕ кĕнекесемпе паллашма, вĕсене киле илсе кайса вулама пултараççĕ. Çак библиотекăрах «Аслă Çĕнтерÿ салючĕсем» кĕнекесен куравĕпе, «Аслă Аттелĕх вăрçин полководецĕсем» буклетпа паллашма та интереслĕ пулĕ. Майăн 4-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсене библиотека ĕçченĕсем «Çĕнтерÿ çап-çамрăк ĕмĕрех» историпе патриот сехетне хутшăнма йыхравлаççĕ.
Ял тăрăхĕн библиотекисенче «Вăрçă пирки кĕнекере вула» акци-уйăхлăх та кĕнеке вулама юратакансемшĕн кăсăклă пуласса шанатпăр.
Ял тăрăхĕсен библиотекисенче иртекен «Вĕсем Тăван çĕр-шывшăн çапăçнă» электронлă изданисем хатĕрленĕ. Вăрçăра хăйсен пурнăçне шеллемесĕр паттăррăн çапăçнă ял çыннисене халалланă интереслĕ презентаципе майăн 1-10-мĕшĕсенче паллашма пулать.
Васанти халăх музейĕнче те ял çыннисене кĕтеççĕ. Унти çар мухтавĕн залĕнчи пуян экспонатсемпе стендсем кашнинех килĕшесси пирки иккĕленÿ çук.
Майăн 9-мĕшĕнче ветерансене культура учрежденийĕсенче «Аса ил-ха, салтак» ятпа иртекен мероприятие чĕнеççĕ. Унта Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕсем фронтри йывăр çулсене аса илĕç, техĕмлĕ чейпе, тутлă çимĕçсемпе сăйланĕç.
Уяв кунĕсенче çамрăксем валли вăйă-конкурс программиллĕ дискотекăсем йĕркелеççĕ.
А.ПЕТРОВА, районти организаципе методика центрĕн ертÿçи.