Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилсĕр, пархатарсăр

17 апреля 2013 г.

Качча кайман, упăшкин ăс-тăн тĕлĕшĕнчен кăштах айванрах йăмăкĕпе пурăнать Нина аппа. Пилĕк ывăл çуратса ÿстерчĕ пулин те пĕри те тăван килте тĕпленсе пурăнаймарĕ. Авланнă хыççăнах ачисем арăмĕсене çавăтса хулана тухса шăвăнчĕç. Кĕçĕн ывăлĕ Коля ялта пурăнасса кĕтрĕ амăшĕ. Анчах ял хĕрне качча илнĕскер, мăшăрĕн сăмахĕнчен иртеймерĕ арçын. «Сан аннÿпе çăмăл мар. Пĕр килте харкашса-çапăçса пурăниччен хамăр йăва çавăрар. Аннÿн чĕлхи епле «хытă» иккенне ху та пĕлместĕн мар. Килсе кайса тăрăпăр, май килнĕ таран пулăшăпăр. Халĕ хăй те тепĕр çамрăкран ирттерет», – терĕ çĕнĕ çын. Пĕрре те хирĕçлемерĕ Коля, хăйне пурнăç парнеленĕ пулсан та, тепĕр чухне амăшĕн ĕç-хĕлĕ, нĕрсĕрлĕхĕ, кăмăлĕ килĕшсех каймасть ăна. Яланах тем çитмест, нихăçан та çынна ăнланасшăн мар, кÿршĕ лайăх пурăннинчен, çаврăнăçуллă пулнинчен кĕвĕçет, колхоз ĕçне кайсан вара юттине киле сĕтĕрсе килессишĕн ăнтăлать, ĕмĕтсĕрлĕхĕ пысăк...

Çитмĕл урлă каçрĕ-ха вăл. Çапах тем çитмест ăна, хуçалăх хирне çĕр улми пуçтарма кайсан кĕсьене чиксе те пулин çĕр улми йăтса килет, сахăр кăшманĕ кăларнă чух каллех пушă алăпа килесшĕн мар. Ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттерчĕ. Упăшки кĕçĕн ачи çуралнă хыççăнах чирлесе вилчĕ. Унтанпа вăтăр çул иртрĕ. Правурскер кил-çурта саланма памарĕ. Халĕ те аптăрамаççĕ-ха Нина аппапа Тунькка аппа. Ĕне, вăкăр, сурăхсем, качака усраççĕ. Вĕсем валли çу каçа пĕр ларса канмасăр апат хатĕрлеççĕ. Çул хĕррисенче курăк çулаççĕ, укçалла та туянаççĕ. Анчах юлашки çулсенче кĕвĕçÿ туйăмĕ тата ытларах аталанчĕ-ши Нина аппан, тăтăшах çын ĕни, ытти выльăх çине куç илмесĕр пăхать, ара, пĕри сĕт нумай парать, хака каять, кÿршĕ-аршă патне çăмăл машина е груз турттаракан автомашина чарăнать – Нина аппа унта часах чупса тухать. Сĕт паракансем урам вĕçне пуçтарăнаççĕ. Унта вара Нина аппан сасси янраса çеç тăрать. Тупсах тăрать вăл сивĕ сăмахсене.

Унтан-кунтан сăмах «вăрлас» тесе çеç çÿрет. Пĕр-пĕр çĕнĕ хыпар илтсенех ял тăрăх салатать. Ыррине пĕлсен шăпăрт тăрать-ха, начарри çинчен вара тата хăй хушса каласа кăтартать. Ял çинче пĕлсе çитнĕ: никам та хисеплесе калаçмасть ун çинчен. Пĕччен пурăнма кăмăллать вăл, упăшкин йăмăкĕ тарçă тейĕн, тăтăшах ура çинче. Ларса апат та çиеймест пулĕ мăнтарăн. Унăн кăмăлĕ лайăх, анчах темшĕн Турă кÿрентернĕ ăна. Ăс-тăнĕ çитменни çеç мар, чăлах та. Ачаран инвалид ÿснĕрен тĕп килте юлнă Тунькка. Нина качча килнĕ чухне вунă çултаччĕ айванскер. Унтанпа уйрăлман вĕсем: яланах инкĕшне пулăшнă хĕр, Нина ăна ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ вăл картишĕнчи ĕçсене веçех пурнăçлать, кăмака кукринче çеç аппаланмасть. Инкĕшĕ мĕн пĕçерет, унпа çырлахать. Иккĕшĕ те пенси илеççĕ. Рынок экономикин малтанхи тапхăрĕнче, ĕç укçи илеймен чухне, Тунькка пенсийĕ те çемьене пулăшу кÿнĕ. Анчах инвалид хăй шывпа çăкăр çинĕ кунсем те нумай пулнă. Чупса çÿренĕ вăхăтрах пĕр кĕрхи кун Нина аппан чĕри тапма чарăннă тенĕ хыпар сарăлчĕ. Ял çыннишĕн уяр çанталăкра çиçĕм çиçнĕ евĕр пулчĕ ку. Ĕнер те севок кăларма кайнă вăл. Ăна кĕсйисене, витрене тултарнă. Ытлашшине бригадир силлеттернĕ. Кăштах илсе кайма чарман-ха, ку вара ĕмĕтсĕ-рленнĕ. Çав йăлана мĕн виличчен пăрахайман вăл.

Ачисемпе тăванĕсем, ял-йыш ватăна чыслă пытарчĕç. Хĕрĕх кунĕ те çитейменччĕ-ха, кÿршĕри Ульха аппа, пилсĕрлĕхĕпе Нина аппаран питех те кая юлманскер, тĕлĕк каласа парать. Урамри сак çинче ларакансем йышлăн, ватăсемпе пĕрлех çамрăк кинсем те ура çинче тăраççĕ. «Нина улăхра ĕне çитерсе çÿрет. Хыпаланать, таçта васкать. Анчах урисем утасшăн мар. «Канлĕ çывăраймастăп. Çылăхлă эсĕ, теççĕ. Çĕр çинче пурăннă чухне çынпа йĕркеллĕ пулмарăн. Халĕ сана çÿлти патшалăха та кĕртместпĕр. Масар хĕррине лар та çылăхусене тасат: патшалăха паракан сĕте шывпа хушса миçе çĕр тенкĕ турăн; Улталаса пуяс çул çине тăтăн. Халĕ сĕте шывран уйăр. Миçе çынна кÿрентертĕн; Упăшкун йăмăкĕн куççулĕ витрене те кĕмест. Вăхăтĕ-нче епле шар кăтартнă эсĕ ăна, выçă та лартнă. Чиркĕве кайса курман. Упăшку, авă, масарта сана пулăшасшăн çунать, пилĕк пĕр тăван ÿстерсе çын çине кăларнине пĕлтерет, анчах вăл çеç çителĕксĕр. Вĕсем амăшĕн пилĕпе çÿ- ремеççĕ паян та. Ăмсану, кĕвĕçÿ, харкашу, курайманлăх çулĕ çине тăнă хĕрарăм эсĕ. Кала, саншăн асăнакансем пур-и;»

– Çук, çук, – тет Нина шур кĕпе вĕççĕн çÿрекенсене айăплăн.

– Ах, шалккă-çке. Епле тăлăххăн ларать вăл масар алăкĕн çумĕнче, – вĕçлерĕ калаçăва ватă.

Сак çинче ларакансем пĕри те сăмах чĕнмерĕç.

– Çĕр çинче пурăннă чухне çылăха пит нумай кĕретпĕр çав, – терĕ юлашкинчен Ульха аппа.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика