ĔЛĔКРЕХ "субботник – ĕç уявĕ" текен ăнлав вăйраччĕ. Халĕ те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман вăл. Пĕтĕм йышпа пĕрле ĕçлени – хăех пысăк савăнăç.
Ĕнер пĕтĕм районĕпех экологи субботникĕ иртрĕ. Ялсенче пурăнакансем урамсене, вĕсен таврашĕсене тирпейлерĕç. Шăмăршă та илемленчĕ: халĕ çулсемпе тротуарсем, газонсем, урамсем тап-таса. Çак тирпейлĕхе малашне те тытса пырасчĕ кăна.
Ытлашши турачĕсене касса тикĕсленĕ хыççăн Шăмăршă урамĕсенчи йывăçсем те пĕр пек, пĕр тикĕс курăнаççĕ.
В.ДАВЫДОВ, эколог.
Информаци кунĕнче – çивĕч ыйтусем
Юн кун, апрелĕн 17-мĕшĕнче, районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Хальхинче – тавралăха, урамсемпе хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртесси, йывăç кунне ирттересси, ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе кĕрешессине вăйлатасси тĕп ыйтусем пулнă.
Пурте лайăх пĕлетпĕр, куратпăр çуркунне çитсен пур кĕтесри çÿп-çап та тасамарлăх куç умне тухать, тавралăха, хамăр пурăнакан вырăнсене сăнсăрлатать. Çавăнпа та пурин те пĕр тăхтаса тăмасăр алла шăпăр-кĕреçе тытса тирпей-илем тума тытăнмалла. Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе çак темăпа çынсемпе тĕл пулса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.
Патшалăх çул-йĕрĕсене пăхса тăракан управленийĕн Чăваш Республикинчи транспорт тытăмне пăхса тăракан службăн тĕп инспекторĕ Ю.Титов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – район администрацийĕн строительствăпа пурăнмалли çурт- йĕрпе хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Никифоров, çак пай специалисчĕ Р.Краснов «Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево» – «Аниш» автоçул тăрăх рейд ирттернĕ. Кайран Шăмăршă ял тăрăхĕнчи çынсемпе тĕл пулса калаçнă.
Иккĕмĕш ушкăн «Сатеев А.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă. Ăна «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» предприятийĕн директорĕ А.Самаркин, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ – В.Алексеев ертсе пынă. Вĕсем хуçалăхри ĕç-пуçпа кăсăкланнă, ума лартнă тĕллевсемпе паллашнă.
Александр Сатеев фермер 740 гектар çĕр çинче тулă, урпа, сĕлĕ акма палăртнă. Машинăпа трактор паркĕнче те ĕç шавĕ лăпланмасть, хĕрсех акана ял хуçалăх техникисене хатĕрлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те тытать хуçа. Ĕнесем, сыснасем, сурăхсем усраççĕ кунта. Кăçал ĕне витине юсаса çĕнетме палăртаççĕ.
Районта шкулсене юсаса çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕн çивиттине çĕнĕ витмелле, урайсене, чÿречесене улăштармалла, санузел тумалла. Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи столовăйсене модернизацилесе çитермелле.
Ĕçкĕпе кĕрешесси, ĕçкĕçсен шутне чакарасси – çакă та паянхи çивĕч ыйту. Çул çитмен çамрăксене эрех-сăра, пирус сутма юраманни пирки пĕрмай аса илтерсех тăраççĕ, профилактика ĕçĕсем районта ирттереççĕ. Халăха спортпа, физкультурăпа туслаштарма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ лайăх ĕçлет. Çавăн пекех шкулсенчи спорт залĕсем те сывлăха çирĕплетес шухăшлисене хаваспах йышăнаççĕ.
Шупашкарти кооператив институчĕн (филиал) ректорĕ В.Андреев тата район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Игнатьева Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулнă.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
(Хамăр корр.)