Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçу пулсан тем те пур

20 апреля 2013 г.

 

Лавккара кирлĕ япала çук пулсан тÿрех пасара васкатпăр. Укçу пулсан унта тем те пур – атте-аннене кăна илеймĕн. Сутуçисем те çынсене илĕртме, хăйсен таварĕсене мухтама пĕлеççĕ. Пасар йĕрки çапла ĕнтĕ: сутаканăн – сутмалла, илекенĕн – илмелле. Хаксем пирки те калаçса татăлма май пур.

Хаксем тенĕрен, чи малтанах сахăр песукĕпе кăсăклантăмăр. Ăна, пĕр миххине, 1400 тенкĕпе туянма пулать. Пĕр михĕ чи пысăк сортлă çăнăхшăн хальлĕхе 1000, пĕрремĕш сортлишĕн 950 тенкĕ ыйтаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усракансене отрубине (25 кг) 200 тенкĕпе сĕнеççĕ. Комбикорм вара (35-40 килограмлă михĕсем) – 400-500 тенкĕ таран.

Аш-какай сутакансем те йышлă. Ку вăхăтра сысна ашĕ, шăмăсăрлăхне кура, 130-180 тенкĕ, сало – 130. Пĕвер кирлĕ – 70 тенкĕ. Сысна урисемпе хăлхине килограмĕшĕн 50-120 тенкĕпе сĕнеççĕ. Чăх тукмакĕ – 100 тенкĕ.

Шăнтнă пулă та сахал мар. Хакĕсем, паллах, сорчĕсене кура, тĕрлĕрен.

Сĕт-çу та пур. 1,5 литрлă савăт сĕт – 30 тенкĕ. Тăпăрча 100, килти услам çăва 200 тенкĕпе туянма май пур. Пĕр теçетке çăмарташăн вара 50 тенкĕ ыйтаççĕ.

Çуркунне çитнĕ май, кĕçех килсенче те пахча ĕçĕсем пуçланĕç. Вăрлăхсене илес пулсан, вĕсене суйла кăна. Утă çитĕнтерес тесен, люцернăшăн пĕр килограмĕшĕн 170, костершăн 130, клевершăн 130, викăпа сĕлĕ хутăшĕшĕн 25 тенкĕ шеллемесен пысăк тухăç илес шанăç пур. Пахча çимĕç вăрлăхĕ-сен хакĕсем, тĕрлĕ савăтсемпе сутнăран, тĕрлĕрен. Çавах севок сухана халь- лĕхе 50-60 тенкĕпе, выльăх кăшманĕн вăрлăхне 70, сахăр кăшманĕн вăрлăхне 90 тенкĕпе туянса юлма пулать.

Сад ĕçне пуçăнас текенсене те суйламалăх пур. Улмуççи, груша, чиепе слива хунавĕсем – 300 тенкĕ, крыжовникпа хурлăхан – 150-200. Хăмла çырлин пĕр тĕпĕ – 100, облепихăн – 200. Черешня вара хаклăрах – 500 тенкĕ патнех.

Пасарта автан сасси те таçтанах илтĕнет. Вăл килте авăттăр тесен 250 тенкĕ çеç кирлĕ, ун çумне чăхсем кирлĕ тĕк – вĕсене 200 тенкĕпе сутаççĕ. Кĕркунне индокăвакал тукмакне тутанса пăхас килет-и – 750 тенкĕ кăларса хур.

В.НИКОЛАЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика