Çулсем... Çулсем... Ытла та хăвăрт шăваççĕ-çке вĕсем...
Анат Чаткасра нумай ачаллă çемьере çуралнă вăл. Çемьере асли пулнăран унăн кĕçĕннисене пăхма пулăшмалла, кил-çуртра ĕçлемелле пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ултă ачине тĕрĕс воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнме пехилленĕ. Çакна йышлă çемьери тĕпренчĕксем ăша хывса пынă. Ялта вĕсен ят кайман.
Ĕçчен те пултаруллă Галина Капралова çинчен çапла ырă та ăшă сăмахсемпе аса илеççĕ тăванĕсем. Ыттисем пекех ялти шкулта вĕреннĕ. Унтан тăван колхозра сыснасем пăхма пуçланă. Хăйне шанса панă ĕçе чунтан юратса пурнăçланă. Районта та вăл сысна пăхакансем хушшинче малтисен ретĕнче пулнă. Ĕçне кура – хисепĕ тенĕшкел, пархатарлă ĕçшĕн Галина Гавриловна Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.
Малалла ăна ферма ертÿçин тилхепине шанса панă. Ку ĕçре те вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă вăл.
Кайăк та мăшăрлă пурăнать. Ялти чипер каччă Василий Капралов Галинăна качча илет, килĕштерсе пурăнма пуçлаççĕ. Шел, телейлĕ кунсем вĕсемшĕн ытла нумая тăсăлман. Кил хуçи вăхăтсăр яланлăхах куçне хупнă. Пысăк çухатăва, йывăр пулсан та, чăтса-тÿссе ирттернĕ хĕрарăм. Пĕтĕм вăйне пухса малалла пурăннă, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратмаллине тĕпе хурса кунсене кунланă, çĕрсене ирттернĕ. Куçĕнчен пăхакан виçĕ ачине чун ăшшине панă, телейлĕ пурнăç суннă. Тăван-пĕлĕшĕ, тус-юлташĕ те йывăр вăхăтра Галина Гавриловнăна пур енлĕн пулăшнă, йывăр çухатăва пĕрле пайланă.
Ачасем çитĕннĕ, тĕкленнĕ. Савăнмалăх мăнуксем те пур. Юратса асанне, кукамай тесе чĕнни Галина Капралован кăмăлне уçать. Вĕсемшĕн хĕрарăм яланах тутлă апат-çимĕç хатĕрлет, ырă сăмах каласа ырра вĕрентет. Çакă мар-и вара вăл телей тени;
Тарават та ăшпиллĕ хĕрарăм çак кунсенче 65 çул тултарчĕ. Галина Гавриловнăн пурнăç кĕнеки вуланса пĕтмен-ха. Малалли вара татах та çырăнать, хурлăхлă кунсем хаваслипе ылмашăнса пымалла унта. Çуралнă кунĕ ячĕпе телейлĕ амăшне, асламăшне, кукамăшне ачисемпе мăнукĕсем, кĕрÿшĕпе кинĕ, чун-чĕререн саламласа тав тăваççĕ, ун умĕнче çĕре çити пуçа таяççĕ, тăванĕсем, кÿршĕ-арши ăшă сăмахсем каласа саламлаççĕ.
А.МИХАЙЛОВ.