Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕр хĕр тăрать тайкаланса…

20 апреля 2013 г.

Йăлана кĕртнĕ йĕркепе эпĕ кашни каçах урама уçăлма тухатăп. Акă, çак кунсенче каçхине каллех Шăмăршăри Ленин урамĕпе утрăм, автовокзал еннелле çул тытрăм. Сывлăшĕ уçă, çанталăк лайăх, кăмăлăм çĕкленÿллĕ. Анчах автовокзал умĕнче манăн кăмăлăм самантрах пăсăлчĕ. Сăлтавĕ мĕнре тетĕр-и;

Юрĕ, йĕркипе каласа парам-ха. Автовокзалпа юнашар тирпейлĕ тумланнă виçĕ йĕкĕт тăрать. Хăйсем хĕрĕнкĕ, пĕр-пĕрин умĕнче çăвăр автан евĕр хăпартланаççĕ. Юрать-ха пирус мăкăрлантармаççĕ, усал сăмахпа калаçмаççĕ. Вĕсен хушшинче вара... аран-аран ура çинче тăракан вун çиччĕри-вун саккăрти хĕр. Сарă çÿçĕ сапаланса кайнă хăйĕн, вăл вăхăт-вăхăт пит-куçне хупласа хурать. Пуçне хыçалалла силлесе илет те хĕр, пит-куçĕ уçăмлах курăнса каять. Анчах та самаях «тиеннĕ-скер», тепĕр еннелле сулăнса каять те сăн-пичĕ каллех çÿçпе хупланать. Çăварĕнче пирус мăкăрланать (каччăсенчен пĕри те пирус сăвăрмасть, хĕр вара...). Вăл пĕр каччăна хул пуççийĕнчен уртăнать, кун хыççăн теприне ыталаса илет... Пĕр йĕкĕчĕ хĕр хăлхинчен тем пăшăлтатать те, лешĕ хитре урине çĕклесе ахăлтатса кулать (хĕр кĕске юбкăпа кăна тата). Кун хыççăн тепĕр каччă хĕр хăлхинчен темле сăмахсем калать. Ÿсĕр хĕр вара малтанхинчен те хытăрах ахăлтатать...

Çак тĕксĕм ÿкерчĕк çине иртен-çÿрен çынсем тĕлĕне-тĕлĕне пăхса иртсе кайрĕç. Хам пирки вара каламалли те çук: хĕр çапла хăтланни пĕтĕм чун-чĕрене ыраттарчĕ.

Калама кăна: хĕр – пулас мăшăр. Малашне вăл ача амăшĕ те пулĕ. Анчах мĕнлерех арăм тата ача амăшĕ пулать унран; Кунта вара шутламалăх пур.

Юлашки вăхăтра пирĕн çĕр-шывра ĕçкĕпе иртĕхессине, табак туртассине пÿлес тĕллевпе саккунсем те тухрĕç. Çак саккунсене, паллах, чи малтан çамрăксем сывă пурнăç йĕркисемпе пурăнччăр, сывлăхĕсене упраччăр тесе йышăннă. Анчах та хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан, пире нимле саккун та пулăшаймĕ. Кун пирки çамрăксен шухăша каймалла, сывă пурнăç йĕркисене ăша хывмалла. Уйрăмах – хĕрсен.

Ф.КУЗНЕЦОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика