Йăм хура çÿçлĕ те хăмăр куçлă, пăрчăкан пек вăр-вар та ларса тăма пĕлмен пĕчĕкскер хĕрачапа эпĕ 7-8 çул каяллах паллашнăччĕ-ха. Ун чухне Ксюша ялти пуçламăш класра çеç вĕренетчĕ. Çак маттур та пултаруллă хĕрача Васанти тĕп шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрса тăратчĕ. Мĕн пур предметсемпе «5» паллăпа çеç вĕреннисĕр пуçне Ксения Смаева шкулта тата районта иртекен предмет олимпиадисенче, тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕсенче, шкул ачисен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕсенче яланах çĕнтерÿçĕсен хушшинче.
Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕреннĕ чухне Ксюша ачасен «Çеçке» обществăлла организацине те хăех ертсе пынă. 2012 çулта ирттернĕ районти шкул ачисен «Манăн пуçарулăх» конкурсра вăл вăтам ушкăнра 1-мĕш вырăна тухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Ăçтан пурне те ĕлкĕретĕн-ха эсĕ, Ксюша; Хăвăн кун йĕркине çирĕп пурнăçласа пымалла çеç иккен. "Кутăнланмалла мар, телевизорпа компьютер умĕнче сахалтарах лармалла, атте-аннене пулăшмалла, ытларах уçă сывлăшра пулма тăрăшмалла", – тет вăл сăпайлăн.
Ксюша мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Уйрăмах вăл тĕрлĕ дистанцисене чупма кăмăллать. Шывра тĕрлĕ меслетсемпе ишме, йĕлтĕрпе ярăнма, баскетбол, шахмат вăййисене выляма, спорт ташшисене ташлама юратать. Кашни çулах районта ирттерекен «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» ăмăртусенче хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ Смаевсем. Ашшĕ – Виталий Николаевич – нумай çул ĕнтĕ Васанти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлет. Амăшĕ те, Алена Анатольевна, спортпа питĕ туслă. Пиллĕкмĕш теçеткепе пыракан виçĕ ача амăшĕ ялта, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать, час-часах малти вырăнсене йышăнать.
Ксюшăн аслă тетĕшĕ Славик, Васанти вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕскер, спортпа питĕ туслă. 1-мĕш разрядлă спортсмен районти ăмăртусенче кăна мар, çăмăл атлетика енĕпе республикăри тата Атăл тăрăхĕнчи шкул ачисен хушшинче ирттерекен тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрре çеç мар дипломсемпе тĕрлĕ медальсем тивĕçнĕ. Ксюшăн кĕçĕн йăмăкĕ те, Милана, аппăшĕ пекех, вĕренÿ отличникĕ, спортра юратать. Сцена çинче тĕрлĕ юрăсем юрлама та ăста вăл.
Ксюша мĕн пĕчĕкренех Васанти халăх музейĕ çумĕнчи Г.Ларшников ертсе пыракан ачасен «Мерчен» фольклор ушкăнне çÿренĕ. Чăваш халăх юрри- кĕввине, ташши-такмакне ăша хывса хисеплеме, юратма, унпа ытти халăхсен хушшинче мăнаçланма вĕренсе ÿснĕ çак ансамбльте. Ăçта кăна çитсе курман-ши Ксюша ытти ачасемпе пĕрле; Шупашкарти чаплă сценăсем çинче те, Питĕрте пурăнакан чăвашсен Акатуйĕнче те хăйĕн пултарулăхне кăтарнă Ксюша. Уйрăмах анатри чăваш хĕрĕсен «Ахаяс» ташшине илемлĕн ташлама пултарнипе, хăйĕн çепĕç те янăравлă сассипе концерта тап-таса чăвашла ертсе пырассипе палăрса тăратчĕ вăл. Халĕ те час-часах сцена çинче тантăшĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ илемлĕ ташăсемпе ял халăхне савăнтарать. Пушă вăхăтра вăл тĕрлĕрен алă ĕçĕсем тума юратать, илемлĕ япаласем ăсталать.
Чăннипех те пултаруллă та пуçаруллă Ксения Смаева. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 10 «б» класра вĕренекен хĕр кĕске вăхăт хушшинчех чи пултаруллисен шутне кĕме пултарчĕ, аслă класра вĕренекенсем хушшинче те малтисен ретĕнче тăрать вăл.
2012 çулта ирттернĕ «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурсра хисеплĕ ята тивĕçрĕ, «Чăваш пики» конкурсра та çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Ксения Смаеван пур енлĕ пултарулăхне кура тата вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкерсе пынипе вăл 2013 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçнĕ.
Ĕмĕчĕсем çутă та пысăк Ксюшăн. Шкул пĕтерсен вăл хăйне килĕшекен профессие суйласа илсе аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрасшăн, тăван çĕр-шывшăн усăллă çын пуласшăн.
А.ЛАРШНИКОВА.