Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕм-тăлăхсем валли – çĕнĕ çуртсем

20 апреля 2013 г.

«Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăх ачасене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă хушма гарантисем çинчен» федераллă саккунпа тата Чăваш Республикин «Пурăнмалли çурт-йĕр тĕлĕшĕнчи хутшăнусене йĕркелесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн сĕм-тăлăх ÿснĕ ачасене 18 çул тултарнă хыççăн патшалăх шучĕпе çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтереççĕ.

Палтиел ял тăрăхĕнче çак ыйтупа мĕнлерех ĕçлесе пыраççĕ-ха;

– Сĕм-тăлăх ÿснĕ ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, – каласа пачĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалисчĕ Нурдания Хабибуллина. – 2012 çулта Палтиелĕнче вĕсем валли хальхи лайăх условисемлĕ виçĕ çурт туса лартнă.

Çак çуртсене çĕнĕ проектсем тăрăх ăсталанă. Вĕсем урама илем кÿрсе, хуçисене савăнтарса тăраççĕ.

«Строитель» ООО ĕçченĕсем строительство ĕçĕсене пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче пуçăннă иккен. Бригадăсем харăсах Ленин урамĕнче – икĕ çурт, Набережная-3 урамра пĕр çурт тума пуçланă. Никĕс янă хыççăн çуртсен стенисене силикат кирпĕчпе купаласа хăпартнă, тăррисене цинкланă тимĕр листисемпе тирпейлĕ те пĕр тикĕс витнĕ, шалти ĕçсене тума пуçăннă.

Декабрьте виçĕ объектри ĕçсене лайăх пахалăхпа вĕçлесе хута янă.

Çĕнĕ çул тĕлне пĕр тăван Эльвирăпа Эльмира Гафуровасем Ленин урамĕнчи 30 «А» тата 30 «В» çуртсене пурăнма куçнă. Юнашар çуртсенче пурăнни хĕрсене савăнтарать. Вĕсем тăтăшах тĕл пулса калаçаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.

Юрий Михайлов Набережная-3 урамри 40 çуртра Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илнĕ.

Çĕнĕ çуртсене çут çанталăк газĕ- пе хутса ăшăтаççĕ. Вĕсене шыв тата канализаци пăрăхĕсемпе çыхăнтарнă. Пÿртре – душ кабинечĕ, туалет. Пурăнмалли усăллă лаптăк 34,4 тăваткал метрпа танлашать.

Сĕм-тăлăх çитĕннĕ тутар хĕрĕсемпе (вĕсене кукашшĕпе кукамăшĕ ÿстерсе çитĕнтернĕ) чăваш яшĕ (ăна Лидия Данилова пăхса ÿстернĕ) хăйсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнăшăн çав тери савăнаççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ. Патшалăх шучĕпе хăтлă çуртпа тивĕçтерни вĕсене пурнăçра хавхалану, çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика