Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси ĕç-хĕлĕ

20 апреля 2013 г.

АЧАНА çут тĕнчене çуратса яни кăна çителĕксĕр, ăна воспитани парасси, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси тĕп вырăнта пулмалла. Шел те, çакна нумай чухне хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ манса каять. Çакнашкаллисемшĕн те ачи пур, те çинĕ е тумланнă – пурпĕрех. Эрех-сăра ĕçесси, çемье çине çăмăлттай пăхасси те нимĕн те мар вĕсемшĕн. Çавăнпах пулĕ çакнашкал çемьесенчи ачасем пурнăç çине урăх куçпа пăхаççĕ. Вĕсем хăйсене ирĕке вĕрентеççĕ, каçсерен урамра çÿреççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ преступлени çулĕ çине тăрасси.

Кăçал пĕрремĕш квартăлта райадминистраци çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси 5 лару ирттернĕ. Унта 22 ĕç пăхса тухнă. Ĕçсенче çакă палăрнă: ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек туса пыманшăн 16 ĕç (пĕлтĕр – 6) тишкернĕ, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 4-не (0) намăслантарнă, çуран çÿрекен çул çÿревĕн правилисене пăснăшăн 1 (0) тишкернĕ. Комисси çителĕксĕр, йĕркесĕр пурăнакан, саккуна пăсакан 40 çемьене шута илнĕ. Пĕлтĕр вĕсем 39 пулнă. Енчен те пĕлтĕр çул çитмен çамрăксем 17 пулнă пулсан, кăçал вĕсем 16-ăн учетра тăраççĕ.

С.ЧЕГАЕВА, райадминистраци çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика