Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавпа инçе каяймăн

08 декабря 2012 г.

Федерацийĕн гражданла Следстви комитечĕн Чăваш Республикин Следстви пайĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ хаçат корреспонденчĕсемпе тăтăшах тĕл пулу йĕркелет, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче пулса иртнĕ преступленисене уçса парассипе мĕнлерех ĕçленипе паллаштарать. Тĕрлĕ ыйту тавра йĕркеленеççĕ калаçусем. Корреспондетсемпе тĕл пулсан хальхинче коррупци енĕпе тунă преступленисем тĕп вырăнта пулчĕç.

Кашни çулах, ООН Ассамблеи çирĕплетнĕ тăрăх, декабрĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун тесе çирĕплетнĕ. Коррупцие хирĕç вирлĕн кĕрешеççĕ пулсан та унăн йĕрне суйласа илекен çынсем пур-ха. Кăçалхи 9 уйăхра Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ коррупципе çыхăннă преступлени тунă 78 пĕлтерĕве йышăннă. Вĕсенчен 48-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, 24-шне пăрахăçланă, тепĕр 5-шне малалла тĕпчеме янă, пĕр ĕç пăхăнмасăр тăрса юлнă.

Шăмăршă районĕнче полицин уполномоченнăй участковăйĕ тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе тĕпчесе уголовлă ĕç пуçарнă. Шăмăршăри полици уйрăмĕнче вăй хунă "С" кăçалхи май уйăхĕнче "К" гражданин çине автостанцинче йĕркене пăснă тесе ултавлă протокол çырнă. "С" çак ĕçе хăйĕн карьерăри кăтартăвĕсене лайăхлатас тесе пурнăçланă. КоАПăн 20.21 статйисемпе килĕшÿллĕн, "С" çырнă протокола ĕненес пулсан, "К" гражданин обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнă. Свидетеле "В" гражданина кĕртнĕ, анчах çак çын вăл вăхăтра Мускавра пулнă, ниепле те Шăмăршăри автостанцинче пулма пултарайман.

Çырнă протокола "С" участковăй Ульяновск хулине "К" гражданин пурăннă адреспа ярса панă. Протокол тăрăх Ульяновск хулин шалти ĕçсен пайĕн управленийĕ "К-на" 100 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. "С-па" çыхăннă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

Ют пурлăха хапсăнни, саккуна пăсса ултавлă ĕçсем пурнăçлани, преступленисем туни ырри патне илсе çитермеççĕ. Тÿнтерлĕ ĕçсем хăçан та пулсан пур пĕрех çиеле тухаççĕ. Çавăнпа та тÿрĕ чунпа пурăннине нимĕн те çитмест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика