08 декабря 2012 г.
ПОЛИЦИ сотрудникĕсен службинче тĕрлĕ пулăмсем пулса иртеççĕ. Хăш чухне тарăхтараканнисем те. Акă районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумне виççĕмĕш çул ĕнтĕ Челябинскра пурăнакан арçын шăнкăравласа тарăхтарать. Çак çын психиатри диспансерийĕнче учетра тăрать иккен. Арçын полици ĕç-хĕлĕ тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне калать, çĕр-шыври политикăри лару-тăрăва хăй пĕлнĕ пек хаклать. Заместителĕн унпа ирĕксĕрех калаçма тивет, унсăрăн вăл иртен пуçласа каçченех пĕр вĕçĕм шăнкăравласа тарăхтарма пултарать.
Декабрĕн 3-мĕшĕнче 55ри арçын районти правона сыхлакан мĕн пур органсене ура çине тăратма шутланă пулас. 14 сехет те 30 минутра Челябинск çынни район прокуратурине шăнкăравланă, çак çурта такам бомба пырса хуни пирки пĕлтернĕ. Çак хыпара илтсен, кунта ĕçлекенсен пурин те васкавлăн çуртран тухма тивнĕ. Прокуратура çуртне ятарлă службăсен сотрудникĕсем васкавлăн тĕрĕслесе тухнă, анчах та бомба хуни палăрман. Информаци суя пулнă.
"Подрывник-шутнике" хăвăрт тупса палăртнă. Челябинскри арçын пирки халĕ уголовнăй ĕç уçма хатĕрленеççĕ. Саккун тăрăх çак çыннăн уголовнăй ĕçне малалла тĕпчеме хăй пурăнакан хулари полици пайне ярса пама пултараççĕ. Районти правона сыхлакан органсен сотрудникĕсем çак арçын следстви вăхăтĕнче те пулин хăйсене "телефон атакисемпе" тарăхтармасса шаннă. Анчах шанăç тÿрре тухман...
Тепĕр кунах Челябинск çынни каллех полици уйрăмĕн начальникĕн çумне шăнкăравланă, бомба пирки хыпарланă шÿтне мĕнлерех хакланипе интересленнĕ. Вăл çавăн пекех хăй каллех район прокурорĕ патне шăнкăравлани çинчен пĕлтернĕ. Анчах хальхинче сывлăх сунма кăна...