Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лесничествора-хĕрÿ ĕçсем

24 апреля 2013 г.

ВĂРМАН ĕçченĕ-семшĕн те хĕрÿ ĕçсем пуçланчĕç. «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕн вăрманĕсенче халĕ унччен каснă участоксенче хыр, чăрăш, юман тата лиственница хунавĕсене лартаççĕ.

«Шăмăршă лесничестви» учрежденире çак ĕçсене пурĕ 38,3 гектар çинче туса ирттермелле. Уйрăммăн илсен, хунавсене Шăмăршă участок лесничествинче 15,3 гектар, Чукал участок лесничествинче 14,9 гектар, Палтиел участок лесничествинче 8,1 гектар лартса хăвармалла.

Унчченхи лаптăксене çĕнетсе лартмалли ĕçсем çинче те чарăнса тăрас килет. «Шăмăршă лесничестви» учрежденире виçĕ участокра ку ĕçсене пурĕ 146,8 гектар çинче пурнăçламалла. Çак шутран Шăмăршă участок лесничествинче – 61,6 гектар, Палтиел участок лесничествинче – 47,2 гектар, Чукал участок лесничествинче – 38,0 гектар.

Хунавсем лартас ĕç апрелĕн 22-мĕшĕнче пуçланчĕ. Паянхи кун тĕлне участок лесничествисенче пурĕ 10 гектар ытла лаптăк çинче лартнă. Патшалăхăн 2013 çулхи контрактне пурнăçласа çак ĕçре «АВТО» ООО ĕçченĕсем тата арендаторсем вăй хураççĕ.

Хунавсемпе Шăмăршă питомникĕ чăрмавсăр тивĕçтерсе тăрать. Сăмах май, çуркунне питомникра 0,98 гектар хырпа чăрăш, кĕркунне 0,06 гектар юман вăрлăхĕсене акса хăварма палăртнă. Çанталăк ăшăтсанах кунта ака ĕçĕсем пуçланĕç.

Хунавсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесен, çу кунĕсенче агротехника ĕçĕсене йĕркелĕпĕр. Лесничествăра пурĕ 228,5 гектар çинчи çамрăк хунавсен лаптăкĕсене çум-курăкран тасатма палăртнă.

И.ЛАРИОНОВА,

«Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕн инженерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика