ЧĂВАШ Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Правительство çур-
тĕнче видеоконференцие уçнă май ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине вăхăтра ирттермелли, юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа пуçтарса тавралăха тирпей-илем кÿ-
мелли çинче чарăнса тăнă. Унтан кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене уçăмлатма министрсене сăмах панă.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков районсенче нумай функциллĕ центрсем халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парассипе епле ĕçлени çинчен хыпарланă.
Юлашки çулсенче çакнашкал центрсене чылай районта уçнă. Кăçал ку ĕçе вĕçлес тĕллевпе тата 6 районта хута ямалла. Ун валли ЧР бюджетĕнчен 4 млн та 951 пин тенкĕ уйăрнă, Мускавран та нухрат самаях килмелле.
Тĕрлĕ ĕç хучĕ хатĕрлемешкĕн районти нумай функциллĕ центр çеç çителĕк-сĕр. Çавна май тĕслĕх вулавăшĕсемпе те анлă усă курас тĕллевлĕ. Вĕсене çĕнĕ аппаратурăсемпе пуянлатĕç.
Хăш-пĕр вулавăшра (библиотекăра) Интернетпа усă курма май килмест. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Укçа çитменрен сÿнтернĕ тĕслĕх те пур. Ял тăрăхĕсен ку ыйтăва пăхса тухмалла. Республика Пуçлăхĕ çынсен пурнăç аталанăвĕпе тан пымаллине, электрон шутлав техникин пулăшăвĕпе анлăрах усă курмаллине палăрт- нă.
ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина муниципалитет пурлăхне приватизацилесси епле пынипе паллаштарнă.
Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский кăçал республикăра çулсене юсама йышăннă тĕллевсем çинчен каласа кăтартнă. Çурхи шывпа вĕсем питĕ ванаççĕ. Чăваш Енĕн çул–йĕр фондĕнче 2,873 млрд тенкĕ пухăннă, 2,845-шĕ çул юсама кайĕ.
Нухрат вырăнсене çитнĕ. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев та Михаил Васильевича хуравланă май çирĕплетнĕ.
Тăвайсем Республика кунне ирттерме хатĕрленеççĕ. Ĕç калăпăшĕ самаях. Администраци ертÿçи Владимир Ванерке Чăваш Енĕн тĕп уявĕч-чен палăртнине йăлтах пурнăçласса пĕлтернĕ.
В. ГРИГОРЬЕВ.