ÇАК кунсенче Шăмăршă урамĕ-сенчи çамрăк йывăçсене касса-тикĕслесе тухрăмăр. Пĕлтĕр ларт- нă хунавсем чĕрĕлни пире питĕ савăнтарчĕ. Пĕрлех, вĕсене качакасем кăçал та сăтăр кÿме пултарасси пирки шутласа илсенех, кăмăл-туйăм пăсăлма пуçларĕ.
Чăнах та, пĕлтĕр качакасем райцентрти çамрăк йывăçсене, пахчасене, «Шанс» ООО уй-хирĕнчи тырă тухăçне сахал мар сиен кÿчĕç. Хăйсен выльăхне ирĕкре çÿретнĕшĕн хăш-пĕ-рисем, Чăваш Республикин «Административлă право йĕркисене пăсни çинчен» саккунĕн 15-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, штрафсем те тÿлерĕç.
Ирĕкре çÿрекен выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшпе кăçал та çирĕп мерăсем йышăнма палăртатпăр. Хăйсен выльăхне кăкарса усраман е кĕтĕве яман граждансен район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси членĕсем умĕнче пит хĕретмелле, çÿлерех асăннă саккун тăрăх 2000 тенкĕ таран штраф тÿ- лемелле пулĕ.
Районти граждансене хăйсен кил-çурчĕн таврашне тирпей-илем кÿме сĕнетпĕр. Пÿртпе лупас çывăхĕнче çÿп-турпас çунтарни пушар хăрушлăхне кăларса тăратма пултарни пирки те аса илтеретпĕр (тасамарлăха çунтарас пулсан, объектран 50 метрта тата çилсĕр çанталăкра кăна вут чĕртме юрать). Çырма-çатрари, çул хĕрринчи пĕлтĕрхи курăка çунтарни кил-çурт е лупас-мунча таврашне вут хыптарма пултарать. Кун пирки манмалла мар.
Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе пĕрле райцентрти хăш-пĕр урамсене те пăхса çаврăнтăмăр, граждансем хăйсен кил-çурчĕсен таврашĕсене, урамсене еплерех тирпей-илем кÿ- нине тĕрĕслерĕмĕр. Тÿрех каламалла: пĕрисен кил умĕсем – таса, теприсен – тирпейсĕр. Красный Бор урамĕ-нче 41, 42, 43, 44, 45, 46-мĕш çуртсем таврашĕнче тăракан тимĕр контейнера çак çуртсенче пурăнакансенчен тахăшĕ пахчари пĕлтĕрхи ÿсен-тăран юлашкийĕсене тăкăнакан пуличченех тултарса хунă. Ыттисем çÿп-çаппа тултарнă хут курупкăсем, витресем йăтса пычĕç те тулли контейнер çине пăхса ассăн сывласа илчĕç, каялла хăйсен хуçалăхнелле çул тытрĕç...
Шутласан, чăннипех те тĕлĕнмелле: пĕлтĕрхи ÿсен-тăран юлашкийĕсене, пахча-çимĕç тунисене мĕншĕн контейнера тултарса хумалла-ха; Ку йĕркепе каяс пулсан, кашни кил умнех пĕр контейнер лартса памалла. Вĕсене пахча хыçне купаласа, тăпрапа хупласа тислĕке çавăрма пулмасть-и вара; Пулать.
Çак таврашрах, урам илемне пăсса, вăрмантан кÿрсе килнĕ, тĕпрен каснă йывăçсем тăсăлса выртаççĕ. Вĕсем кунта виççĕмĕш çул «канаççĕ» ĕнтĕ. Хуçи вĕсене ĕçе кĕртме темшĕн васкамасть-ха. Йывăçсем çĕрсе каясса кĕтет-ши вăл;
Хăш-пĕр урамсенче кил умĕнче строительство юлашкийĕсене, вутă-шанкă сапаланса выртнине курма пулать. Вĕсене те тирпейлесе хумалла, урама илем кÿмелле.
Паллах, районти пур ялсенчи урамсене, кил-çурт умĕсене тасатса тирпейлемелле. Тирпей-илем хамăршăнах вĕт-ха.
В.ДАВЫДОВ,
районти эколог