Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Даша – виççĕмĕш

24 апреля 2013 г.

КАШНИ çулах республикăра чăваш чĕлхи кунне халалласа «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Шупашкарта апрелĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ. Çак фестивальте район чысне Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра ăс пухакан Дария Семенова хÿтĕленĕ. «Чĕлхе – халăх мулĕ», «Илемлĕх тĕнчи», «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ», «Тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсем», «Пирĕн пултарулăх» ятлă конкурссемпе тестсем витĕр тухса Виçпÿрт Шăмăршă пики виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултаруллă та пуçаруллă Даша вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, спортпа туслă. Çавăн пекех юрă-ташăра та маттур вăл. Ăна концертсенче, тĕрлĕ конкурссенче курма пулать. Вăл ялти "Виçпÿрт çеçкисем" фольклор ушкăнне те çÿрет, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.

Л.СЕМЕНОВА,

вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика