Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илсе пачĕ атте скутер…

24 апреля 2013 г.

ÇУЛ-ЙĔР юртан тасалса типнĕ май, халĕ мотоскутерсемпе мопедсем унталла та кунталла вирхĕннине час-часах курма пулать. Вĕсен рулĕ умĕнче – ачасем... Çакă вăл ГИБДД инспекторĕсемшĕн те, тĕрлĕ транспортпа çула тухнă водительсемшĕн те çивĕч ыйту пулса тăчĕ.

Шел, ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те Раççейри çул-йĕр правилисене пĕлмеççĕ, 16 çултан çамрăкрах яшсене, хĕрсене мопедпа е скутерпа çул тăрăх ярăнса çÿреме юраманнине тĕшмĕртмеççĕ. Яшсен водитель опычĕ те çук. Ачасем авари тума, çак пăтăрмахра хăйсен тата ыттисен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратма пултарасси пирки хальлĕхе тарăннăн шутласа илеймеççĕ-ха. Çакнашкал скутеристсем çул-йĕр çинче аварие лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ çулран-çул ÿссех пырать. Сăмахран, мопедсемпе скутерсен 16 çул тултарман водительсем 2011 çулта пирĕн республикăра 73 хутчен аварие лекнĕ, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 78 çын аманнă. 2012 çулта вара вĕсем 123 (!) хутчен аварие çакланнă, 6 çын вилнĕ, 145 çын суранланнă. Мотоцикл рулĕ умне ларнă яшсем пĕлтĕр 45 хутчен аварие çакланнă, 4 çын пурнăçран уйрăлнă, 55 çын аманнă (2011 çулта 48 аварие регистрациленĕ, вилнисемпе аманнисен шучĕ çакнашкалах пулнă).

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи валли хаваспах скутер туянса парать. Çитменнине, 50 кубла сантиметртан ытла мар ĕç калăпăшĕллĕ двигательлĕ, 50 километртан ытла мар хăвăртлăхпа çÿрекен скутера ГИБДД службинче регистрацилесе, водитель удостоверенийĕ илсе те чăрманмалла мар. Хăйсен ачисемпе хăрушши нимех те пулмасть тесе шутлаççĕ вĕсем. 16 çул тултарман ача валли скутер туянма шутласан статистика пирки те манмалла мар: ачасем скутерпа аварие çакланнă тĕслĕхсенчен 95 проценчĕ вилĕмпе вĕçленет (водительпе пĕрле пассажир та пурнăçран уйрăлать).

16 çул тултарнă çамрăк вара мопед е скутер рулĕ умне ларма пултарать, анчах унăн çул-йĕр правилисене лайăх пĕлмелле, пуçа мотошлем тăхăнмалла. Скутеристăн çулăн сылтăм енĕпе (хĕррипе) çÿремелле, ытти транспорт хатĕрĕсен водителĕсемшĕн чăрмав е авари хăрушлăхĕ кăларса тăратмалла мар.

Хальхи вăхăтра райцентрти урамсем тăрăх ачасем (16 çул тултарманнисем) çул тăрăх ирĕккĕнех скутерпа каллĕ-маллĕ ярăнса çÿренине курма пулать. Хăш-пĕрисем çул варрипех, çума-çумăн вирхĕнеççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ ĕнтĕ. Ку вара авари хăрушлăхне кăларса тăратма пултарать. Çак ачасен ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвасса шансах тăратпăр. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Ача 16 çул тултариччен скутер гаражра упрансан чылай лайăхрах. Скутер туянман пулсан, ача ÿссе аталаниччен çак транспорта илме тăхтаса тăмалла.

Г.ИВАНОВА,

полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика