Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадастр хакне паянах пĕлме тăрăшăр

24 апреля 2013 г.

2015 çулта пирĕн республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ 2014 çулшăн куçман пурлăх çине хунă налук тÿлевĕн квитанцийĕсене илĕç. Вĕсем налука инвентаризаци хакĕ- пе мар, Чăваш Енре капиталлă строительство объекчĕсем валли 2012 çулта çирĕплетнĕ кадастр хакĕпе тÿлĕç.

Çакна пĕлни вырăнлă: инвентаризаципе кадастр хакĕ хушшинче палăрăмлă улшăну пур. Çавăнпа та куçман пурлăхшăн илекен налук та пысăкрах пулĕ. Тĕслĕхрен, паян виçĕ пÿлĕмлĕ кивĕ хваттершĕн инвентаризаци хакĕпе пăхнă налука 200 пин тенкĕрен тÿлеççĕ. 2015 çулта кадастр хакĕпе çав хваттершĕн 1 миллион та 900 пин тенкĕ шутласа, малтанлăха палăртнă тăрăх, сирĕн 1900 тенкĕ (0,1 процент) налук укçи тÿлеме тивĕ.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пур граждансене çине тăрсах хăйсен хваттерĕсен, çурчĕсен е производство пÿлĕмĕсен кадастр хакĕ-сене палăртма сĕнет. Çапла туни сире паянах хак тунă чухне асăрханă йынăшсене тупма е унпа килĕшменнине палăртма тата çакăн хыççăн пулас налук виçине чакарма май парĕ.

Сирĕн хваттере хак тăвакан ăна миçе тенкĕлĕх палăртнине Росреестрăн халăх кадастрин картин сайчĕ çине кĕрсе е Кадастр палатинчен ыйтса пĕлме пулать. Кăтартусене тÿлевсĕрех параççĕ. Енчен те эсир хак тунă чухне йынăш кăтартусене, сăмахран, тăваткал метрсен пысăк уйрăмлăхне шута илнине куртăр пулсан, кадастр хакне Росреестр комиссийĕнчен выляса илме пулать. Анчах та çакна кăçалхи июлĕн 17-мĕшĕччен тума ĕлкĕрмелле. Палăртнă кун тĕлне пурнăçлайман пулсан, ыйтăва Арбитраж сучĕ урлă татса параççĕ.

Тĕплĕнрех 8(8352) 31-71-49 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика