Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Яковлевич Яковлев

24 апреля 2013 г.

1848 çулхи апрель уйăхĕн 13 (25)-мĕшĕнче хальхи Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1930 çулхи октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Мускавра Ваганьково масарне пытарнă.

1875 çулта Хусан университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. 1868 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнă (хăйĕн вăйĕпе тата уйрăм çынсем пулăшнипе). Ку шкула 1871 çулта И.Н.Ульянов хута кĕнипе патшалăх бюджетне кĕртнĕ. 1877 çулта ăна Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕ, 1890 çулта Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкул ятне панă. Вăл чăваш культурин центрĕ пулса тăнă. Университетран вĕренсе тухнă хыççăн Яковлев 1903 çулччен Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче ĕçленĕ, 1919 çулччен Чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкула ертсе пынă (ку шкула 1917 çулта учительсем хатĕрлекен семинари, 1919 çулта Чăваш педагогика 3 çуллăх курсĕ ятне панă). Яковлев Атăл тăрăхĕнче чăваш тата халăх шкулĕсене уçма пулăшнă. Вăл чăваш шкулĕсем валли вĕрентÿ методикине çырса хатĕрленĕ, унта К.Д.Ушинскипе ун ĕçне тăсаканĕсен педагогика еткерĕпе пуçаруллăн усă курнă. XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вырăс графикине тĕпе хурса çĕнĕ чăваш алфавичĕ йĕркеленĕ, букварьсемпе вĕренÿ кĕнекисем çырнă. Вулав кĕнекисене Яковлев халăх йăли-йĕрки çинчен хайланă калавсене тата халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене кĕртнĕ, хăй те халăхăн илемлĕ сăмах пултарулăхне пухнă. Вăл пăхса-кăтартса тăнипе вырăс литературин классикĕсем çырнисене куçарнă тĕслĕхсем, йышлă вулакан валли кăларнă ăслăлăх кĕнекисем чăваш литературин чĕлхине йĕркелеме тата наци литературине аталантарма, ăна вырăс культурипе çывăхланма пулăшнă.

И.Я.Яковлев ертсе пынипе Библин иккĕмĕш пайне – Çĕнĕ Сăмаха чăвашла кăларнă. Вăл 1912 çулта Псалтырь тата пророксен хăш-пĕр кĕнекисене, 1918 çулта Моисей кĕнекисенчен тăваттăшне чăвашла пичетленĕ. Библин пĕрремĕш пайĕн – Кивĕ Сăмахăн ытти кĕнекисен куçарăвĕсем ал çыру халлĕн юлнă.

1958 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне Иван Яковлевич Яковлев ятне панă. Шупашкарта ăна асăнса палăк лартнă, асăну музейĕ уçнă, ун ячĕпе проспект хисепленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика