Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çырулăхĕ

24 апреля 2013 г.

КИРЕК мĕнле халăхăн та культура аталанăвĕ çырулăх пуçланнипе çыхăннă. Çырулăхсăр ăс-тăн пуянлăхне упраса хăварма та, ăна малалла аталантарма та май çук. Çырулăх пулăшнипе халăх хăй культурине ĕмĕрсем хушши аталантарса пĕтĕм тĕнче умне кăларать, унпа пĕрлех пĕтĕм тĕнче культурин пуянлăхĕпе паллашать. Çырулăх пулмасан пĕр халăх тепĕр халăхăн çут ĕçĕнчи, искусствинчи, наукинчи çитĕнĕвĕсемпе паллашма та, унпа усă курма та пултарайман пулĕччĕ. Çырулăха пула кăна халăхсем ĕмĕрсем хушши пухнă пĕлÿсемпе усă курса ăс-хакăла ÿс- тереççĕ, çут çанталăк саккунĕсене тĕпчесе çут çанталăкри вăйсене пăхăнтараççĕ, производствăна вăйлантарса обществăна аталантараççĕ. Çапла ĕнтĕ çырулăх шухăшласа кăларни этемлĕх историйĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăвашсен аслашшĕсем усă курнă малтанхи çыру паллисем ансат ÿкерчĕксем çеç пулнă. Çав ÿкерчĕк- семпе чĕлхери сасăсене мар, несĕле, хисепе, ăнлава палăртнă. Паллах, çав ансат паллăсемпе шухăш-кăмăла уçса пама, пурнăçри пулăмсене сăнласа кăтартма май килмен.

Вăтам ĕмĕрсен вĕçнелле ÿкерчĕклĕ çырупа пĕр вăхăт- рах араб çырăвĕпе те усă курма пуçланă. Çакна эпир авалхи масарсем çинче сыхланса юлнă чул палăксене курсан пĕлетпĕр.

Чăваш çĕр-шывĕ вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен чăвашсем хушшинче вырăс çырулăхĕ сарăлма пуçлать. XVIII ĕмĕрте вырăс алфавичĕн никĕсĕ çинче чăваш çырулăхĕ пуçланса каять. 1769 çулта Питĕрте пĕрремĕш чăваш грамматики, 1836 çулта Хусанта иккĕмĕш чăваш грамматики пичетленсе тухаççĕ. Ку грамматикăсене вырăсла çырнă, тĕслĕхсене тури диалектран илнĕ. Пĕрремĕш грамматикăран пуçласа тури диалект кĕнеке-çыру чĕлхинче 100 çул тытăнса тăнă. Çак хушăра 20 кĕнеке ытла пичетленсе тухнă. Вăл вăхăтра чăваш çырăвĕнче ă, ĕ, ÿ сасăсене палăртма сас паллисем пулман пирки хăш-пĕр чăваш сăмахĕсене çырура тĕрĕс çырса кăтарт- ма май килмен. 1866 çулта Н.И.Золотницкий чăваш çырăвне ÿ сас палли кĕртнĕ, анчах унпа вăл ÿ сасса та, ĕ сасса та палăртнă.

1871 çулта И.Я.Яковлев çырулăхăн çĕнĕ тапхăрне пуçласа янă. Вăл анатри чăвашсен калаçу чĕлхине тĕпчесе унта 8 уçă сасă, 37 хупă сасă чи малтан тупса палăртнă. 45 сасă çумне тата о, ф сасă хушса Яковлев 47 сас паллиллĕ алфавит тунă.

Кунта ă, ĕ ÿ сасăсене уйрăм сас паллисемпе кăтартнă. Анчах алфавит пысăк пулни çырура усă курма самаях кансĕрленĕ. Хупă сасăсен çемçелĕх- не пĕлтерекен паллăсем çыру хăвăртлăхне чакарнă, кĕнеке пичетлес ĕçре пысăк чăрмав кÿнĕ.

1872 çулта И.Я.Яковлев хăйĕн алфавитне тĕпренех улăштарнă та 27 сас паллиллĕ алфавит тунă. 1873 çулта чăваш сăмахĕсенче тĕл пулман о, ф сас паллисене те алфавитран кăларнă. Вара алфавитра 25 сас палли кăна тăрса юлнă. Çакăн хыççăн И.Я.Яковлев алфавита пĕрре те улăштарман.

Алфавит тунă хыççăн И.Я.Яковлев чăваш орфографийĕн кĕске правилисене çырса йĕркеленĕ.

Революци хыççăн Яковлев алфавитне хăш-пĕр тÿрлетÿсемпе улшăнусем кĕртнĕ. 1926 çулта о, ф, 1933 çулта б, г, д, ж, з, ц, ч сас паллисене йышăннă.

1938 çулта алфавита э, ăĔ ю, я, щ, ъ, ь паллăсене хушнă, е сас паллине вăл сăмах умĕнче тăнă чух йэ вулама йышăннă, ь паллăна кĕртнĕ май хăш-пĕр çемçе сасăсен паллисене кăларса пăрахнă. Çапла вара, чăваш алфавитĕнчи сас паллисен хисепĕ 37 çитнĕ.

Çак алфавитра вырăс алфавитĕнчи сас паллисем пурте пур. Икĕ чĕлхе алфавичĕ пĕр-пĕрне çывăх пулни вĕренессине çăмăллатать.

Иртнĕ ĕмĕрте чăваш чĕлхеçисем чăваш орфографийĕпе пунктуацине йĕркелес, грамматика правилисене çырса хатĕр-лес тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. 1920-1930 çулсенче Тимухха Хĕветĕрĕ, Т.М.Матвеев, Н.И.Ванеркке тата ыттисем те орфографипе пунктуаци правилисене çырса хатĕрленĕ, словарьсем, чăваш чĕлхин учебникĕсемпе пособийĕ-сем пичетлесе кăларнă. Каярахри çулсенче çак ĕçе ытти тĕпчевçĕсем те хутшăннă.

Чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуацине тата алфавитне лайăхлатас, орфографипе куçару словарĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе чĕлхеçĕсем халĕ те тимлĕ ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика