Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Туссем калаçнă чух…»

24 апреля 2013 г.

ВИКТОРИНА

1. Халăха çутта кăларас тĕллевлĕ çынсем чăвашсем хушшинче те нумай пулнă. Вĕсем алфавит та туса пăхнă. Анчах чăвашла кĕнекесем пичетлемен. Чăваш çырулăхне пуçарса яракан çын XIX ĕмĕр варринче кăна çуралнă. Кам вăл;

2. Чĕмпĕр шкулне эпир чăвашсен академийĕ тетпĕр. Енчен те унчченхи чиркÿ прихут шкулĕсене «вилĕм çурчĕ» тенĕ пулсан, Чĕмпĕр шкулне мĕнле каланă;

3. И.Я.Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă;

4. «Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе».

Çак сăвă йĕркисен авторĕ кам;

5. Чĕмпĕр шкулĕнчен çыравçăсем нумай тухнă. Эсир камсене пĕлетĕр;

6. Чăваш чĕлхинче миçе диалект;

7. И.Я.Яковлев чăваш алфавитне миçемĕш çулта йĕркеленĕ;

8. Пирĕн ентеш, 1919 çулта «Грамматика чувашского языка» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнăскер. Кам вăл, хăш ялта çуралнă;

9. Чăваш чĕлхинче миçе пуплев пайĕ; Асăнса тухăр.

10. «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» 17 томлă словаре кам хатĕрленĕ;

11. «Усăк хăлхаллă вăл, кĕске сăмсаллă; çăмĕ юр пек шурă, куçĕ-семпе сăмси вĕçĕ çеç йĕпкĕн хура. Сăнĕ-пĕвĕнчен ытла тыткаларăшĕ илемлĕ, килĕшÿллĕ унăн. Пуçне тăратса, шĕвĕр вăрăм хÿрине ункă пек çавăрса хурса, вăл, пирĕн умра шурă тĕк тĕрки кусса пынă пек çемçен те çăмăллăн чупать...» Л.Таллеровăн мĕнле хайлавĕнчен илнĕ çак йĕркесене;

12. Чăваш чĕлхинче миçе падеж; Каласа тухăр. «Ача» сăмаха падежсем тăрăх вĕçлĕр.

Хуравсене апрелĕн 30-мĕшĕччен редакцине килсе памалла е электрон почтипе ярса памалла. Çĕнтерÿçĕне парне кĕтет. Пурне те ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика