Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эй, тăван чĕлхемĕр!

24 апреля 2013 г.

Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар; хăвăн хăватна çухатмасăр, ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе килсен – ăшăтатăн; кирлĕ чухне – çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă; санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур; вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ. Сан иксĕлми хăватупа таса илемÿ çултан-çул палăрсах пыринччĕç.

Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янăра эсĕ! Тайма пуçăм сана!

А.АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика