Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕ – тÿрĕ эфирта

27 апреля 2013 г.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин çынсен ыйтăвĕсем çине тÿрĕ эфирта хуравланă. Эфир 5 сехете яхăн тăсăлнă. Çынсене пин-пин ыйту канăç памасть. Президент кашни регионтан тÿрĕ эфира тухакансемпе çыхăнса вĕсен пăшăрханăвне сирме, ыйтăвĕсене уçăмлатса пама тăрăшнă.

Раççей халăхне пенсипе, шалупа, çарпа, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕ- пе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ. Çамрăксене ача амăшĕн капиталĕ 2016 çулта пĕтет тени те шухăшлаттарать. Анчах В.Путин патшалăх пулăшăвĕсĕр ача çуратакансем юлмаççех тесе шантарать. Вĕсем валли татах та тĕллевлĕ программăсем пуласси пирки систерет. Çул çинчи аварисен шучĕ ÿссе пыни те çынсене калаçтармасăр тăма пултараймасть. Ку енĕпе те çирĕп мерăсем йышăнма шантарнă Президент. Руль умĕнче ÿсĕр ларакансене нимĕнле каçару та пулмалла маррине систернĕ, пурне те явап тыттармалли пирки аса илтернĕ. Сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансен тÿлевсĕр пулăшу памалла пулсан та сиплев çурчĕсене пынисенчен час-часах укçа-тенкĕ ыйтни те пирĕн çĕр-шывра пулнине ыйту парса систернĕ. Çак енĕпе правительствăн йĕрке тумаллине каланă. Пин-пин çынна хĕллехи вăхăт çине куçармалли вăхăт та интереслентернĕ. Ку ыйтупа та правительство кирлĕ йышăнусем тăвасса шантарнă.

В.Путина пурĕ 3 млн ытла ыйту панă. Тÿрĕ эфирта хурав илейменнисен ыйтăвĕсене Президент каярах пăхса тухма шантарнă. Апла пулсан никам та хуравсăр юлмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика