Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕллев патне çитнĕ

27 апреля 2013 г.

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вун иккĕмĕш сессийĕн кун йĕркине хальхинче 20 ыйту кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ – ку е вăл саккун актне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва сÿтсе явма Чăваш Ен Пуçлăхне сĕннĕ. Раççей Федерацийĕн саккунĕсем улшăннă май субъектсен хăйсенне вĕсемпе пĕр пеклетме тивет. Хальхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн полномочийĕсем, тĕрĕсрех – саккунăн 11-мĕш тата 13-мĕш статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен сăмах пырать. Депутатсем ăна икĕ вулавпа йышăннă.

Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи граждансен сывлăхне упрасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕ Депутатсен хушшинче тĕрлĕ шухăшлăх çуратнă пулсан та, тавлашсан пур пĕрех пĕр тĕллев патне çитсе тухнă.

Хамăр республикăн «Çут çанталăкăн сиплев ресурсĕсем, сиплев вырăнĕсем тата курортсем çинчен», «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсемпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ, патшалăх пурлăхне приватизацилемелли прогноз планĕ (программа) мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ, муниципалитет пурлăхĕн приватизацийĕн кăтартăвĕсене хакланă. Инвалидсем валли ĕç вырăнĕ-сем квотăлас ыйтăва çĕкленĕ, миравай судьясене çирĕплетнĕ.

Ю.Степанов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика