Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторсем хирте кĕрлеççĕ…

27 апреля 2013 г.

– Çурхи кун çулталăк тăрантарать, – тет сахал яваплă «Колос» обществăн тĕп агрономĕ Николай Воробьев. – Çавăнпа та кашни куна усăллă та тухăçлă ирттерме тăрăшмалла. Вăхăтра акса хăварнинчен пысăк тухăç илесси нумай килет.

Хуçалăхра хĕрсех ака ĕçĕсем пыраççĕ тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. «Хурçă утсем» хире тухнă. Ир пуçласа каçчен ĕç шавĕ таврана саланать.

Тÿрех каламалла, «Колос» обществăра механизаторсем тăрăшуллă та харсăр. Ума лартнă ĕçсене вăхăтра вĕçлесе ака пăтти çиме ĕмĕтленеççĕ. Çаплах пултăрччĕ те. Хальлĕхе вара П.Захаровăн ДТ-75 тракторĕ 200 гектар çĕр сÿреленĕ, Н.Захаров Т-150-па 250 гектар культиваци тунă, В.Богатновăн «хурçă учĕ» те сÿресем кăкарнă, А.Даниловăн тракторĕ катоксем çаклатнă.

Ака ĕçне те пикеннĕ кунта. А.Петров 250 гектар тулă акма та ĕлкĕрнĕ. О.Андреев, А.Захаров, В.Матвеев сеяльщиксем тата Ф.Никифоров заправщик та лайăх ĕçленине палăртрĕ агроном. Хире вăрлăх турттараканĕсем – В.Петровпа В.Семенов водительсем. О.Захаров вара вăрлăха Ульяновскран турттарса килет.

– Кĕрхи культурăсем 160 гектар йышăнаççĕ, – пĕлтерчĕ Николай Андреевич. – Çур акинче 200 гектар урпа, 900 гектар тулă акса хăваратпăр.

Акара вăй хуракансене Г.Андреевапа Г.Осипова поварсем вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Акара авăнса, уявра савăнмалла пултăрччĕ ĕçчен çĕр хуçисен, çăкăр çитерекенсен.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика