Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ пуçлăх яваплă должноçа йышăннă

27 апреля 2013 г.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕнче инаугураци иртрĕ. Çак кун Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Петрович Вазанов официаллă майпа яваплă должноçа йышăннă (суйлав апрелĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ).

Ку мероприятире район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев, Шăмăршă ял тăрăхĕн депутачĕсем тата активисчĕсем пулнă.

Çĕнĕрен суйланнă ял тăрăхĕн пуçлăхне Андрей Вазанова район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ăшшăн саламланă, удостоверени панă. Яваплă ĕçре ăнăçу суннă май Валерий Петрович çĕнĕ пуçлăхăн ял тăрăхне малалла аталантарассишĕн, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, ялсене, урамсене тирпей-илем кÿрессишĕн çине тăрса ĕçлемеллине, ĕç коллективĕсемпе, общественноçпа çыхăнса пĕрле вăй хумаллине палăртнă. Кун хыççăн Андрей Вазанов ял тăрăхĕн çыннисемшĕн тăрăшса ĕçлеме халăх шанăçне тÿрре кăларма тупа тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика