Чăваш Республикин çĕнĕ историйĕнче эпир унччен хамăр кун-çулăмăрпа çыхăннă виçĕ уява – Чăваш чĕлхин, Чăваш пичечĕн тата Республика кунĕсене палăртаттăмăр. Халĕ вĕсен йышĕнче тепĕр сумлă уяв – Патшалăх символĕсен кунĕ те пур.
Наци Гербĕпе ялавне республикăн чи малтанхи символĕ-сем тесе 1926 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче йышăннă Конституцире çирĕплетнĕ. Çак самантчен тĕрлĕ ĕç хутĕнче РСФСР гербĕпе усă курнă. Истори аталанăвĕнче республикăн Гербĕпе Ялавĕ виçĕ хут улшăннă, вĕсене улшăнусем кĕртнĕ. 1938 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикин Конституцийĕ республикăн патшалăх атрибучĕсен хăй евĕрлĕ-хне пачах «çухаттарнă», тĕпре РСФСР гербĕ кăна тăрса юлнă. Ялава та çак шăпах кĕтнĕ. Вĕсенче «РСФСР» сăмах айне «ЧАССР» тата «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» сăмахсене чăвашлатса çырнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тăван халăхăмăрăн ăнланулăхĕ ÿсни, наци туйăмĕ аталанса пыни, Чăваш патшалăх суверенитечĕ вăй илни хамăрăн Патшалăх символĕсем патне таврăнма май панă. Чăваш Республикин Аслă Канашĕ сĕннипе 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гербĕпе Ялавне (авторĕ Элли Юрьев) тата Гимне («Тăван çĕр-шыв», сăмахĕсене Илья Тукташ çырнă, кĕвве Герман Лебедев хывнă) йышăннă.
Ялав, Герб тата Гимн – пирĕн мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр тата яваплăхăмăр. Ялавра – чăвашлăх сĕмĕ. Сарă тĕс çинчи сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр – тăван халăхăмăрăн иртни тата хальхи пурнăçĕ. Унăн пуласлăхĕ. Вĕсене Пурнăç йывăçĕ çыхăнтарса тăрать. Авалхи тĕрĕсенче те çав паллăсемех. Аваллăхсăр – паянлăх çук. Чăвашшăн вара кашни тĕс паллă пĕлтерĕшлĕ: хĕвел – сарă, çĕр – хура, пĕлĕт – кăвак, юн – хĕрлĕ. Пурнăç паллине несĕлĕмĕрсем хĕрлĕ тĕспе палăртнă. Апла тăк пин çул авалхи пуянлăх Ялавăмăрта сăнланнă.
Символсен кунне йышăнни, ăна уявлама тытăнни вышкайсăр пĕлтерĕшлĕ. Шел те, ăна чылайăшĕ ăс-хакăлпа, чунпа туйса илеймен-ха: Ялавпа Герб çинчи геральдика паллисен пĕлтерĕшне пĕлмест, Гимн сăмахĕсене пĕлменрен шыв сыпнă пек тăрать. ЧР Патшалăх символĕсен кунĕ ахаль уяв кăна мар, вăл – чăвашлăх, тăванлăх, патриотлăх туйăмĕсене вăратакан пулăм.
Гимн сăмахĕсене пĕлетĕр-и;
Апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăхĕн символĕсен кунĕ пулнине нумайăшĕ пĕлет пулĕ, çакăн пирки илтнех ĕнтĕ. Символсен шутне Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕ те кĕрет. Ăна Илья Тукташăн «Тăван çĕр-шыв» сăввине тĕпе хурса Герман Лебедев кĕвве хывнă. Унăн сăмахĕсене халĕ шкул саккинченех вĕрентме пуçлаççĕ. Анчах та пĕлетпĕр-и-ха эпир текстри сăмахсене; Ăна кам çырнине, сăввăн ятне калама пултаратпăр-и; Çакна шута илсе ыйтăм йĕркелерĕмĕр. Унта тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсемпе ÿсĕмрисене явăçтартăмăр.
Чăвашсен хăйсен Гимнĕ пуррине илтнĕ, пĕлеççĕ çынсем. Çакă савăнтарать. Ыйтăма хутшăннисенчен хăшĕ-пĕри юрласах кăтартрĕ. Çакнашкаллисене чăн-чăн чăваш патриочĕсем тесе калама пулать.
Шел, Гимн сăмахĕсене пĕлменнисем, унăн авторне асăнма пултарайманнисем те пулчĕç. Нумайăшĕ сăвва Г.Лебедев çырнă тесе çирĕплетме пăхрĕ. Теприсем сăвă ятне аса илеймерĕç, тем тĕрлĕ ят та илтме тÿр килчĕ. Паллах, çакă вĕсене намăслантарчех пулĕ. Пĕрремĕш хутĕнче эпир вĕсене каçарăпăр. Тен, малашне вĕсем, çĕрле ыйхăран вăратсан та, пĕр иккĕленмесĕр Гимн сăмахĕсене аса илсе калама пултарĕç. Ыйтăмăн хуравĕсене Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Петрова, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ И.Степанова, районти культура аталанăвĕн центрĕн организаципе методика центрĕн ертÿçи А.Петрова тата ыттисем тĕрĕс хуравларĕç, юрласа та кăтартрĕç.
Юлашкинчен çакна хушса калас килет, Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕн текстне чăвашсен пурин те пĕлмеллех. Унти сăмахсем чун-чĕрере тăванлăх, мăнаçлăх туйăмĕсем çуратчăр, эпир мĕскĕн халăх пулманнине систерсе тăччăр.
А.МИХАЙЛОВ
кăсăкланнă.