Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç ларт – ăна упра

27 апреля 2013 г.

Кашни çулах пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн йывăç кунĕ иртет. Кăçал ăна майăн 3-7, октябрĕн 7-11 кунĕ-сенче туса ирттерме палăртнă. Акци «Йывăç ларт – ăна упра» ятпа иртет.

Пирĕн районшăн кун пек акцисем йăлана кĕнĕ. Ку, паллах, çитĕнекен ăрушăн кăтартуллă тĕслĕх. Енчен те эпир ачасене пĕчĕкренех çут çанталăка юратма, упрама вĕрентрĕмĕр пулсан, ку вăл пуласлăхшăн ырă пулăм.

Экологи акцине ирттерме ятарлă план хатĕрленĕ. Планпа килĕшÿллĕн парксенче, скверсенче çамрăк хунавсене шкул ачисем, çамрăксем, учрежденипе предприятисенче ĕçлекенсем лартĕç.

Йывăç лартас тапхăрта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умне ялти çырма хĕррисенче ÿсекен çамрăк хунавсене сыхласа хăварас тĕллев лартнă. Вĕсене пулăшма районти кашни çынна хутшăнма чĕнетпĕр. «Ырă ĕç туни сăвап», – тенĕ ĕлĕкренех ватă çынсем.

В. ДАВЫДОВ,

эколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика