СЫВЛĂХ – питĕ пысăк пуянлăх, тулли, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Вăл пире ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх Сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх тĕнчере 1,6 млрд çын ытлашши мăнтăр пулнипе асапланать. Çĕр чăмăрĕ çинче 6,7 млрда яхăн çын пулсассăн, вĕсенчен 30 проценчĕ самăрлăхпа аптăракансем. Раççейре кашни 4-мĕш çын ытлашши ÿт хушнипе нушаланать. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх 2025 çул тĕлне çак кăтарту икĕ хутчен ÿсмелле.
Мĕн-ха вăл ытлашши мăнтăрланни; Ученăйсем палăртнă тăрăх организмра ытлашши виçе сывлăха сиен кÿрет, çын час-часах чирлеме пуçлать, нумай чухне вилĕм патне илсе пырать.
Организм йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахсан, тĕрлĕ чир нушалантарма пуçласан «мĕн тумалла;» текен ыйту сиксе тухать. Халĕ вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: чир-чĕр сăлтавĕсен 85 проценчĕ тĕрĕс мар апатланнипе çыхăннă.
Кĕлетке виçипе тимлĕ пулмалла, мăнтăрланасран асăрханмалла, ытлашши пулсан чакарма тăрăшмалла. Ытлашши килограмсем организма япăх витĕм кÿме пултараççĕ. Енчен те хĕрарăмăн пилĕкĕ 80 сантиметртан, арçыннăн 94 сантиметртан ытларах пулсан, ку виçе организма сиен кÿни пирки шутламаллах. Енчен те хĕрарăмăн пилĕкĕ 88 сантиметртан, арçыннăн 102 сантимертан та ытларах пулсан ним шутламасăр тухтăрсем патне каймалла.
Хăшĕ-пĕри апатлану виçине пĕлмеççĕ те самăрлăхпа, юн тымарĕсен склерозĕпе, сахăр диабечĕпе, эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе, психика улшăннипе, онкологи чирĕсемпе аптрама пуçлаççĕ. Холестеринпа тулнă юн тымарĕсем тăрăх юн япăх çÿренĕ май (чĕрене юн çителĕклĕ пыманнипе) стенокарди е инфаркт пулас хăрушлăх пур.
Тĕрлĕрен диетăсем, паллах, ытлашши виçене чакараççĕ, анчах вăхăт иртсен чакнă килограмсем каялла таврăнаççĕ. Организмри япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртме тăрăшмалла. Апата виçеллĕ, кунне 4-5 хутчен çимелле. Çинĕ вăхăтра васкамалла мар. Енчен те турилккере апат- юлать пулсан хăвармалла, тĕппипе çисе ямасан та юрать.
Ытларах апата пăслантарса, шывра пĕçерсе е чĕрĕлле (салатсем) çиме тăрăшмалла. Ăшаласа пĕçернĕ апат организма сиен кÿрет.
Рационра улма-çырла, пахча çимĕç ытларах пулсан аван. Пылак апат- çимĕç, кăлпасси, услам çу, çăмарта, тăвар виçине чылай чакармалла. Эрех-сăра ĕçме пачах юрамасть.
Хускану пирки те манмалла мар. Кунне 30-40 минутран кая мар утмалла (3 километра яхăн). Енчен те çак меслетпе усă куртăр пулсан уйăх хушшинче 3 килограмм чакма пултаратăр.
Хускану организма паха витĕм кÿнине палăртса хăшĕсем физкультура çамрăклатать теççĕ. Кунта, чăн та, тĕрĕслĕх нумай. Çамрăклăх процесĕ юнра пуçланать, вăл çĕнелет.
Н. ПЕТРОВА,
районти тĕп больницăри врач-терапевт.