Сăвăссене вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать. Çын çине лекнĕ сăвăс кĕпе-тумтире кĕрсе ÿт çумне çыпçăнса ларать те тÿрех юн ĕмме тытăнать, хăйĕн сурчăкĕпе организма тĕрлĕ инфекци микробĕсене лектерме пултарать. Вĕсенчен чи анлă сарăлнисем – сăвăс энцефаличĕ, сăвăс боррелиозĕ (Лайма чирĕ).
Сăвăс энцефаличĕн малтанхи паллисем 6-50 кунран палăрма пултараççĕ. Малтанах çав вырăн хĕрелсе пырать. Чирлĕ çын хăсма пултарать, пуç ыратать, шăнтнине туять, ÿт температури 39-40 градуса çитме пултарать. Сайра-хутра (икĕ эрнерен) пуç мими шыçни, çын çутăран хăрани, ĕнсе мышцисем тăртанни тĕл пулать. Хăшĕсен энцефалит паллисем те тухаççĕ – вĕсем çывăрайми пулаççĕ, ăс-тăн чакать. Сайра чухне кăкăр тĕлĕнчен хĕсни, чĕре ыратни палăрать. Икĕ уйăх е икĕ çул иртсен чир шăмă сыпписене сиен кÿме, сусăрлатма пултатарть.
Ÿт çине лекнĕ сăвăса кăларнă вăхăтра питĕ асăрхануллă пулмалла. Çав вырăна ÿсен-тăран е олива çăвĕпе йĕпетнĕ мамăкпа витсе хумалла, 30-60 минутран пинцетпа сăвăса çаклатмалла та енчен-енне çавăрттарса васкамасăр кăлармалла. Кайран çав вырăна йодăпа сăтăрмалла. Сăвăс лекнĕ хыççăн врач патне кайсан аванрах, çав сăвăса асăрханса кăларнă хыççăн энцефалит чирне шыраса сăвăса малалла тĕрĕслеççĕ. Енчен те килти выльăхсем çинче те сăвăса асăрхасан, ăна пĕчĕк кĕленче савăт çине хурса малалла тĕрĕслеттерме Шăмăршă тĕп больницине (инфекци кабинетне) илсе килме тăрăшмалла.
Сăвăс энцефаличĕнчен сыхланма тăрăшмалла. Çавăнпа вăрманта пуçа тутăр çыхмалла, унăн хĕррисене çуха айне кĕртсе ямалла. Вăрăм çанăллă кĕпе, кофта тăхăнмалла, шăлавар вĕçĕсене те нуски ăшне чикмелле. Тумтир пĕр тĕслĕ пулсан аванрах – ун çинче сăвăса асăрхама пулать.
Н.СЕРГЕЕВА.