Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чернобыль инкекĕн ахрăмĕ

27 апреля 2013 г.

ПИРĔН çĕр-шывра кашни çулах, апрелĕн 26-мĕшĕнче, радиацилле аварисемпе катастрофăсенчи инкексене сирсе ярас çĕрте хутшăнса чирлесе вилнисене асăнмалли кун ирттереççĕ. Çак пысăк инкек 1986 çулта Чернобыльти атом электростанцинче ядерлă реактор çурăлса сирпĕннипе пулнă.

Вăл вăхăтра Чернобыльти АЭС Совет Сою- зĕнчи чи пысăк та хăватлă станци шутланнă. Çак катастрофа вăхăтĕнче атмосферăна 190 тонна çут çанталăкшăн тата çын сывлăхĕшĕн питех те сиенлĕ уран, плутоний, иод-131, цезий изотопĕсен радиоактивлă япалисем сирпĕнсе тухса саланса кайнă. Хăрушă тусан пĕлĕчĕ Скандинави, Хĕвелтухăç Европа тата СССР çĕрĕсем тăрăх сарăлнă, ытларах пайĕ вара Белорусси çĕрĕ çине лекнĕ.

Авари хыççăнхи инкеке сирес ĕçе 600 пин çын хутшăннă, вĕсенчен ытларахăшĕ çар çыннисем пулнă. Малтанхи кунсенчех çак аварире 31 çын радиаци тивнипе вилнĕ. Авари пулнă хыççăн 15 çул хушшинче пурĕ 80 çын ытла тĕнчерен уйрăлнă.

1 986 çултан пуçласа 1990-мĕш çулччен çак аварийĕн юлашкийĕсене пĕтерме Чернобыле Чăваш Республикинчен пурĕ 1957 çынна командировкăна янă. Радиаци лекнине пула чирленĕ çынсен шучĕ паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 1176 çын. 68 çын радиаципе вараланнă вырăнсенчен куçса килнисем шутланаççĕ, 407 ачапа 1 мăнук радиаципе чирлĕ çынсенчен çуралнă. Çак чирлĕ çынсен сывлă- хĕсене тĕрĕслесе тăма тата сиплеме Шупашкарти 2-мĕш больницăра 25 койкăллă ятарлă уйрăм уçнă.

Шăмăршă районĕнче Чернобыльти АЭСра пулнă аваринчи инкексене пĕтерме хутшăннă 6 çын пурăнаççĕ. Радиаци чирĕпе чирлесе вилнисем те пур.

Кашни çулах асăну кунĕнче Шăмăршă район администрацийĕ тата социаллă хÿт- лĕх пайĕнче ĕçлекенсем йĕркеленипе Чернобыльти аварие пĕтерме хутшăннисемпе тĕл пулу ирттереççĕ, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашса тĕрлĕ пулăшусем параççĕ, вилнисен вил тăприйĕсем çине чечек кăшăлĕсем кайса хураççĕ.

А. ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика