Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халала пилĕк чĕлхепе пичетленĕ

27 апреля 2013 г.

И.Я.ЯКОВЛЕВĂН «Чăваш халăхне панă халалне» Чăваш кĕнеке издательствинче пилĕк чĕлхепе – чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç тата француз чĕлхисемпе пичетлесе кăларни аслă просветитель çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тата Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне хăйне евĕр паллă событи пулса тăчĕ.

1918 çулта çырма шутланă Халала Иван Яковлевич 1921 çулта çулла Чĕмпĕрте, Алексейпе Николай ывăлĕсем пулăшнипе хатĕрленĕ. 1955 çулччен Халал И.Я.Яковлев архивĕнче упраннă. Çак архив 1922 çултан пуçласа унăн ывăлĕн – СССР наука академийĕн член-корреспонденчĕн, истори наукисен докторĕн А.И.Яковлев профессорăн хваттерĕнче пулнă. Иван Яковлевичăн мăнукĕ – истори наукисен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева аслашшĕн архивĕн пысăк пайне В.И.Ленин ячĕллĕ СССР патшалăх библиотекин ал çырусен пайне упрама панă (халĕ Раççей патшалăх библиотеки).

Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалĕ хăйĕн пĕлтерĕш- не халĕ те çухатмасть. «И.Я.Яковлев Халалĕ – унăн 50 çул хушши чăвашсен нацилĕхне çĕклессипе, вĕсене ытти халăхсемпе çывăхлатассипе, çутĕç, педагогика, воспитани системисен пĕлтерĕшĕпе, чăваш нацине аталантарассипе, ăна çынлăх этикин пахалăхĕ- сене вĕрентессипе çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕ», – тенĕ Иван Яковлевич еткерлĕхне чылай çул тĕпченĕ истори наукисен докторĕ В.Д.Димитриев профессор.

Аслă просветителĕн Халалĕ пурнăçа мĕнлерех кĕрсе пырать; Вăл хускатнă нумай темăсем мĕншĕн халĕ те пысăк пĕлтерĕшлисем шутланаççĕ; Чăваш кĕнеке издательстви И.Я.Яковлевăн сĕнĕвĕсене тепĕр хут вуласа тухса ăша хывма сĕнет. Мĕнле чĕлхепе янăрасан та Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалĕ шухăшсен тарăнлăхĕ- пе тĕлĕнтерет, ăна кашни çын ăнланать.

Чăваш

кĕнеке издательстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика