Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти хуçалăхсенче хатĕр лаптăксене çийĕнчех ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ.

01 мая 2013 г.

Апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче (хресченпе фермер хуçалăхĕсемпе пĕрле) кĕр калчисене минераллă удобренисемпе пурĕ 1630 гектар апатлантарнă. Пĕрлех нÿрĕк тытас ĕç те пырать. Çĕртме сухин лаптăкĕсене 2200 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 1330 гектар сÿреленĕ.

2275 гектар акма çĕр хатĕрленĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене (тулă, ыраш, сĕлĕ) 2145 гектар акнă. План тăрăх вĕсене пурĕ 8904 гектар акма палăртнă.

Çурхи культурăсене акас тĕлĕшпе "Колос" ООО (450 гектар), "Мир" ЗАО (380 гектар) ĕçченĕсем уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче акара Г.Макаров, В.Павлов, О.Хлюкин хуçалăхĕсем малта пыраççĕ.

Çурхи кун пĕр çулталăк тăрантарать, теççĕ. Пур хуçалăхра та çакна тĕпе хурса ĕçлесчĕ, çур акине кĕске вăхăтра – чи лайăх агротехника срокĕсенче вĕçлесчĕ. Ун чухне пире уй-хирсем лайăх тухăçпа савăнтарĕç. Паллах, çĕрĕç культури пирки те манас марччĕ.

В.СЕВРЮГИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика