Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леонтьевсен ĕç стажĕ – 178 çул

01 мая 2013 г.

Кашни çулах республикăра ĕç династийĕсен слечĕ иртет. Кăçал вăл 11 хут пулать.

Йăхран йăха тăсăлса пыракан ĕç династийĕсем пирĕн районта та сахал мар. Аслă ăрури пĕр çын хăй вăхăтĕнче пуçланă та вăл е ку ĕçре вăй хума, ун хыççăн вара, ашшĕ-амăшĕн йăлине малалла тăсса, ывăл-хĕрĕ те çак профессипех тăрăшма тытăннă. Ырă йăла йăхран-йăха куçса пынă. Çапла вара, ĕç династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ те ÿснĕ.

Пирĕн районтан слета Леонтьевсен çемйи хутшăнать. Вĕсен пĕтĕмĕшле çемьен ĕç стажĕ 178 çулпа танлашать. Медицина тытăмĕнче чи малтан Георгий Степанович Леонтьев ĕçлеме тытăннă, вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан Барнаул хулинче шăл тухтăрĕнче вăй хунă. Каярах шăпа ăна Ленинград хулине илсе çитернĕ. Унăн ĕç стажĕ – 37 çул.

Пархатарлă ĕçе Георгий Степанович хыççăн унăн тăванĕ Василий Андреевич тăснă. В.Леонтьев Пăвари медицина училищинче, Барнаулти медицина институтĕнче ăс пухнă. 1983 çултанпа Шăмăршăри тĕп больницăра врач-фтизиаторта тăрăшнă. Сывлăх сыхлавĕнче вăл 31 çул тимленĕ. Унпа юнашар больницăра мăшăрĕпе аппăшĕ медсестрара вăй хунă. Вĕсен иккĕшĕн ĕç стажĕ – 70 çул. Василий Андреевичăн тăванĕ Надежда Витальевна Моисеева Шупашкарта – нарколог.

Леонтьевсен ĕç династине халĕ шурă халат тăхăннă виççĕмĕш сыпăкра Дмитрийпе Ольга (Василий Андреевич ачисем) тăсаççĕ. Дмитрий Андреевич И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, Мускавра реаниматологра ырми-канми тăрăшать. Вăл 2005 çулта диссертаци хÿтĕленĕ. Медицинăра Д.Леонтьев – 25 çул.

Хальхи вăхăтра районти тĕп больницăра Ольга Полковникова (Леонтьева) терапевтра ĕçлет. Ольга Васильевна ĕçре тăрăшулăхпа, ырă кăмăлпа палăрса тăрать. Çынсене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплет. Унăн ĕç стажĕ – 15 çул.

Леонтьевсен медицина ĕçĕнче пурĕ 7 çын шутланать. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçнĕ тÿрĕ кăмăлпа, чĕре хушнă пек пурнăçланă, пурнăçлаççĕ те.

А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика