Виçпÿрт Шăмăршăри ят-сумлă ĕç ветеранĕсенчен пĕри – А.Юманов. Унăн механизатор стажĕ 42 çулпа танлашать. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Александр Каримовича "Ĕçри хастарлăхшăн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе, СССР Профсоюз Тĕп Комитечĕн, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
А.Юмановăн тракторист биографийĕ 1953 çулта, районти МТС çумĕнчи механизаторсен курсĕнче вĕренсе тухнă хыççăн, пуçланнă. Çак çул Александр Пуянкассинчи "Заря" колхозра кустăрмаллă Беларусьпе ĕçлеме тытăннă. Пĕчĕкренех таса чунпа ĕçлеме хăнăхнăскер, çак ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă йĕкĕт.
1955 çулта çирĕмри каччă ялти юратнă хĕрĕпе – Лидия Убасевапа – çемье çавăрнă. Туслă çемьене пысăк савăнăç кÿрсе 3 хĕрпе пĕр ывăл хутшăннă.
1956 çултан тытăнса А.Юманов тăван ялти – Виçпÿрт Шăмăршăри "Правда" колхозра вăй хунă. Гусеницăллă ДТ тракторпа Саша канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ: çĕр сухаланă, ăна культивацилесе çемçетнĕ, акнă, çĕртме сухи тунă, хĕлле вăрмантан йывăç кăларнă, витесем таврашне утă-улăм турттарнă, ытти ĕçсем пурнăçланă.
Хĕрÿ ĕçре çулсем сисĕнмесĕрех пĕрин хыççăн тепри хыçа юлнă. 60 çул тултарсан, 1995 çулта, Александр Каримович пенсие тухнă. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Ĕç ветеранĕ ялта кĕçĕн хĕрĕн, Таньăн, çемйипе пĕрле пурăнать. Александр Каримович чирлĕрех тăнă май, хĕрĕ тата кĕрÿшĕ, Петя, май килнĕ таран унăн пурнăçне çăмăллатма тăрăшаççĕ. Мăнуксем вара – вĕсем килте иккĕн, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ – çак кунсенче 78 çул тултаракан сумлă ĕç ветеранне чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма хавхалантараççĕ.
П.ПАДИАРОВ,
ĕç ветеранĕ.