Юр кайса пĕтрĕ те симĕс курăк ешерме пуçларĕ. Выльăхсене кĕтĕве кăларма вăхăт çывхарать. Çуллахи вăхăтра кĕтÿре çÿресе выльăх-чĕрлĕх экономика тĕлĕшĕнчен йÿнĕ те паха апатпа тăранать. Симĕс курăк тĕрлĕ витаминсемпе, микроэлементсемпе, кальципе тата протеинпа пуян. Ешĕл апатра çавăн пекех эстрогенлă япаласем пур, вĕсем выльăхăн ĕрчев функцийĕсене ырă витĕм кÿреççĕ.
Нумай вăхăт хушши уçă сывлăшра тата хĕвел пайăркисен айĕнче çÿрекен выльăхăн мĕн пур веществосен ылмашăвĕ вăйланать, вĕсен продукци ÿсет, çамрăк выльăхсем вара лайăхрах çитĕнеççĕ. Кĕтÿре пулнă вăхăтра витесене тасатса юсама тата дезинфекци туса шуратма пулать.
Выльăхсене курăк çине кăлариччен кĕтÿ çÿрекен çарансемпе улăхсене пăхса тухмалла, вĕсене тĕрлĕ çÿп-çапран, тимĕр-тăмăртан тата целлофан татăкĕсенчен тасатмалла.
Выльăхсене кĕтĕве майĕпен хăнăхтараççĕ, вăл 8-10 куна тăсăлать. Çав тапхăрта вĕсене уя кăлариччен тата каçпа кĕтÿрен килнĕ хыççăн типĕ утă çитермелле. Вар-хырăм чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе сывлăм ÿкнĕ люцерна, клевер çине, çавăн пекех çумăр хыççăн та кĕртсе çитерме юрамасть. Люцерна, клевер çине кĕртнĕ хыççăн выльăхсене шăвармаççĕ. Апат ылмашăвне йĕркелесе ярас тĕлĕшпе минераллă хутăшсем пани те вырăнлă. Тăвара хĕллехи вăхăтра кăна мар, кĕтĕве тухсан та памалла, мĕншĕн тесен ешĕл апатра кали нумай, натри вара сахал.
Выльăхсене кĕтĕве кăларас умĕн ветспециалистсем планпа пăхнă профилактика ĕçĕсем туса ирттерме тивĕç: туберкулез, лейкоз тата бруцеллез чирĕсенчен тĕрĕслемелле. Чирлĕ выльăхсене сыввисенчен уйăраççĕ, вĕсене сиплеççĕ. Профилактика тĕлĕшпе çĕпĕр язвинчен тата урмаш чирĕнчен прививка тăваççĕ. Выльăхсен чĕрнисене тасатмалла, касмалла, мăйракисем ытла шĕвĕр пулсан, вĕсене те касаççĕ.
Çу кунĕсенче выльăхсенчен продукци ытларах туса илесси кĕтÿçсенчен те нумай килет. Вĕсене выльăх аптраса ÿксен пирвайхи пулăшу пама, чирлисене палăртма вĕрентмелле, ал айĕнче пирваях кирлĕ пулакан медикаментсемпе тата троакарпа тивĕçтермелле.
Ăнсăртран выльăх вилес пулсан, ун пирки вырăнти ветеринари участокне пĕлтермелле, вилене вара ятарлă пункта ăсатмалла.
П.ПИРОГОВ.