Холестерин шайĕ пысăкки чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем патне илсе çитерет. Холестерин шайĕ виçеллĕ пултăр тесен çаксене асра тытмалла:
1. Ăшаланă çăмарта сахалтарах çимелле. Эрнере 3 çăмарта çини çителĕклĕ.
2. Ĕне выльăхăн çуллă мар ашĕ сыснаннипе танлаштарсан самай усăллăрах. Холестерин шайĕ пысăккипе аптăракан арçынсене кунне 200 г ĕне ашĕ çиме сĕнеççĕ.
3. Пан улмипе пыл диетине тытса пăхăр. Пан улми холестерин шайне чакарма пулăшать. Кунне 2 пан улми çисен е çур литр пан улми сĕткенĕ ĕçсен 12 эрнере холестерин шайне йĕркене кĕртме пултаратăр. Пыл та пан улми пекех лайăх витĕм кÿрет: пĕр стакан шывра 4 кашăк пыл ирĕлтерсе ĕçĕр.
4. Пулă çийĕр. Унта холестерин виçине пĕчĕклетекен, артери пусăмне чакаракан усăллă çу кислотисем пур.
5. Чăхпа кăркка ашĕ аван. Кăвакалпа хур тирĕнчен уйăрса, пăс çинче е шывра пĕçерсен лайăх.
6. Пахча çимĕçĕпе улма-çырла усăллă. Сывă çын рационĕ-нче вĕсем кулленех 400 г пулмалла. Унăн 1Ÿ3 пайне чĕрĕлле çимелле. Баклажан, кабачок, хăяр усăллă.
7. Тĕрлĕ хускану тăвăр, калорипе пĕрле холестерин шайĕ те чакать. Çуран утни усăллă.
Холестерин шайĕ пысăк чухне кулленех пĕрер пан улми, банан, апельсин, икĕ киви тата пĕр кашăк типĕтнĕ улма-çырла çимелле.