Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсăр çухалман

08 мая 2013 г.

ПАЛТИЕЛĔНЧИ М.А. Кузьмина пур енчен те телейлĕ пурăнать темелле. Мăшăрĕпе – Николай Дмитриевичпа – колхозри мельникпа – вĕсем шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ.

Анчах та ĕмĕр тăршшĕнче çын тени лăпкă тăраймасть çав. Мария Афанасьевнăна пĕр йывăр шухăш канăç паман. Ашшĕ Афанасий Иванович Матвеев, Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман. Хыпарсăр çухалнисен шутĕнче тăнă вăл, çавăнпах çамрăклăхĕ те çăмăл килмен Маня аппашăн. «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ»,–теççĕ халăхра. А.И. Матвеев ячĕ те йĕрне çухатман иккен. Ĕмĕрлĕх канлĕхне Афанасий Иванович Кольски çурутравĕнче тупнă. 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Кандалакша таврашĕнче çапăçса пуçне хунă-мĕн вăл. Çакăн çинчен М.А. Кузьмина Мурманск облаçĕнчи Полярные Зори хулинчи «Шырав» ушкăн «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата ярса панă çыруран пĕлнĕ.

З. СВЕКЛОВА.

(«Шăмăршă хыпарĕ» 1995 çул, май, 9)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика