Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачисем

08 мая 2013 г.

ÇАК ятпа иртрĕ ачасемпе учительсен тата ĕç ветеранĕсен тĕлпулăвĕ Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕнче. А. Юманова учительница хăнасемпе паллаштарчĕ.

– Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 6 çулхи ача пулнă. Вăрçă мĕнне ăнланман. Анчах атте вăрçа кайнине ас тăватăп: пÿрт тулли çын, анне, хĕрарăмсем йĕреççĕ, вĕсемпе пĕрле эпĕ те йĕретĕп,– пуçларĕ сăмахне халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Нина Федоровна Александрова.

«Эпĕ аттене ас тумастăп, вăл вăрçă пуçлансан 4 кунтанах , 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче, фронта тухса кайнă, разведчиксен взвочĕн командирĕ пулнă. Атте ачашланине, ăс вĕрентнине курма пÿр-мен пулсан та атте пилĕпе пурнăç çулĕ тăрăх тÿрĕ чунпа утрăм»,– çапла каласа пачĕ Валерьян Владимирович Егоров.

«Вăрçă чарăннă куна питĕ лайăх астăватăп. Майăн 9-мĕшĕнче пĕтĕм шкул, ял çыннисем урама тухнăччĕ, кашнийĕн пит-куçĕ савăнăçпа тулнăччĕ. Вăрçă хыççăн пурнăç çулран-çул лайăхланма пуçларĕ»,– çапла аса илчĕ хăйĕн ачалăхне ялти хисеплĕ колхозник, 5 ывăл ашшĕ, 7 мăнук аслашшĕ Павел Андреевич Падиаров.

А. ЮМАНОВА,

Виçпÿрт Шăмăршăри тулли мар вăтам шкулĕн учительници.

(«Шăмăршă хыпарĕ» 2000 çул,

апрель, 22)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика