Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтри пекех хастар

08 мая 2013 г.

ВĂЛ кун ялти культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Сцена çинчи пысăках мар трибуна умне çирĕп утăмсемпе вăтам çулсенчи йăрăс пÿллĕ çын тухса тăрсан, залра ларакансем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Ку вăл – ялти вăтам шкулти истори учителĕ Мегсум Ибрагимович Мухаметзянов пулчĕ. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче М. Мухаметзяновăн Сталинграда хÿтĕлеме, Белгорода ирĕке кăларма тÿр килнĕ. Разведчик пулнă май, Днепр урлă малтан каçакансенчен пĕри пулнă. Çĕнтерÿ кунне вăл Прагăра кĕтсе илнĕ. Паттăр салтака партипе правительство нумай наградăсемпе чысланă.

Ватăлма пĕлмен ветеран обществăлла ĕçсенче те хастар. Вăл пропагандист та, политинформатор та, лектор та. Пур çĕрте те ялан кĕтнĕ хăна.

ВĔРЕНЕКЕНСЕМ.

(«Коммунизм çулĕ» 1980 çул, май, 9)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика