Федерацин «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕренпе Чăваш Республикинче амăшĕн капиталĕн сертификатне 43 пине яхăн çемьене панă.
Тĕпрен илсен, вĕсенче 2007 çултанпа иккĕмĕш çĕнĕ кайăк килнĕ (е усрава илнĕ). 7 пинĕшĕн вара сертификата – виççĕмĕш, 1 пинĕшĕ ытла – тăваттăмĕш, 300-шĕ пиллĕк-мĕш пепкешĕн тивĕçнĕ.
Амăшĕн ирĕкне туртса илнипе е хĕрарăм пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнипе çемье капиталĕн ирĕкĕ ашшĕне куçнă, çапла вара 37 арçын сертификатлă пулнă. Мăшăртан иккĕшĕ те ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсĕр юлнипе 57 документа ачисене (вĕсен саккунлă представителĕсене) панă. Усрава илекенсем 37 сертификат илнĕ.
Саккун вăйра тăнă тапхăрта Чăваш Енре амăшĕн сертификатне парассине хирĕçлесе 106 йышăну çирĕплетнĕ. Çакăн сăлтавĕсем – ача çурални çинчен свидетельство çукки, суя кăтарту тăратни, ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарни, тĕпренчĕкне хирĕçле ĕç туни.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çакна аса илтерет: амăшĕн капиталĕн сертификатне пĕр хут кăна параççĕ. Унпа çемьере 2007 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, 2016 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен çуралнă (усрава илнĕ) иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн тивĕçтереççĕ.
Çемье капиталĕпе усă курмалли вăхăта чикĕлемен – унăн укçине хваттер условийĕсене лайăхлатмашкăн, ачасене вĕрентмешкĕн тата амăшĕн пулас пенсине йĕркелемешкĕн 2016 çул хыççăн та яма юрать.
Асăннă капитал виçине çулленех индексацилеççĕ. 2007 çултанпа унăн сумми 159 пин тенкĕлĕх пысăкланнă, кăçал 408960 тенкĕпе танлашать.